05 февраля 2010 г.
Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен районти комисси ларăвĕнче çул çитмен çамрăксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсен ĕçĕсене — пĕтĕмпе 4 — пăхса тухрĕç.
Акă, комисси членĕсем умĕнче районти шкулсенчен пĕрин 9-мĕш класĕнче вĕренме тивĕç çул çитмен çамрăк тăрать. Шăп-шăпăртах вăл, çăварне шыв сыпнă тейĕн. Вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш çур çулĕнче хайхискер 50 кун ытла шкула пыман, хĕллехи каникул хыççăн та уроксене çине çинех сиктернĕ. Арçын ачапа уйрăммăн калаçни, амăшне шкула чĕнтерни, килĕнче пулни, шкула вăйпа илсе пыни, тĕрлĕ комисси-канашсен ларăвĕсенче пăхса тухни пурпĕрех усă паман. “Вĕренме пултарать, анчах вĕренесшĕн мар”, — терĕ ун пирки класс ертÿçи ларура. “Чăннипех те, тĕлĕнмелле — шкулта тивĕçлĕ пĕлÿ илмесĕр малалла мĕнле пурăнас тет-ши ку çамрăк, ĕмĕрĕпех атте-анне ĕнси çинче лараймăн. Çакăн пирки шухăшласа пăхмаллах унăн. Хальлĕхе вĕрентÿ учрежденине кÿртĕм-кÿртĕмсĕр майпа çÿретĕр”, çапла пулчĕ комисси членĕсене пĕр пĕтĕмĕшле шухăшĕ. Ăна та, Алманч тăрăхĕнчи тата икĕ çамрăка та (ял çыннин сарайĕнчен 1968 çулта туса кăларнă кивĕ те чупман “Восход” маркăллă мотоцикл вăрласа тухнăшăн) комиссире шута тăратма йышăнчĕç вĕсем.
Çул çитмен чылай çамрăк хăйсен каçхине 22 сехетрен тытăнса ирхине 6 сехетччен урамра çÿреме, обществăлла вырăнта пулма юраманни çинчен пĕлмест-тĕр. Кун пек тĕслĕхсем пирĕн ялсенче, шел те, темĕн чухлех вĕт. Çакăншăн айăпланма пултарасси пирки вĕсен те, ашшĕ-амăшĕн те асрах тытасчĕ. Йĕркене малтанлăха çапла майпа пăсни йывăр преступленисем патне çитерет. Çакна çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен районти комиссин яваплă секретарĕ Э. Петрова илсе кăтартнă цифрăсем те яр уççăн çирĕплетеççĕ. Акă, Эльза Ивановна пĕлтернĕ тăрăх, çул çитмен çамрăксем пĕлтĕр те, унчченхи çулхи евĕрех, 6 преступлени тунă, çав шутра Чатукасси енче — 4, Кĕçĕн Шетмĕпе Еншик Чуллă ял тăрăхĕсенче — пĕрер. Вĕсем пурте ют пурлăха хапсăннипе çыхăннă. 2009 çулта йывăр çемьесен йышĕнчен 6-шне кăларнă, ку хушăрах тата çавăн чухлех шута илнĕ. Комисси ларăвĕсенче ашшĕ-амăшĕсем пирки административлă 74 ĕç пăхса тухнă. Апла пулсан комисси 2010 çулта та “ĕçсĕр юлманни” ахалех паллă.