АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтĕр преступленисен хисепĕ ÿснĕ

05 февраля 2010 г.

 

Иртнĕ çул район территорийĕнче мĕн пурĕ 190 преступление регистрациленĕ. 2008 çулта ку кăтарту 160-па танлашнă. Çав шутран криминаллă служба тĕлĕшпе — 93 тата обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе — 97. Уйрăмах обществăлла йĕркелĕхе Красноармейскипе (70) Еншик Чуллă (27) ял тăрăхĕсенче ытларах пăснă.

Тишкерÿ çакна кăтартать: пĕлтĕр уйрăмах йывăр (6), йывăр (32) преступленисене 2008 çулхипе илсен икĕ тата 14 хутчен нумайрах шута илнĕ. Çынсен пурлăхне, хваттерсене, лавккасене çаратнă тĕслĕхсем, унчченхи çулхипе илсен, нумайланнă. Иртнĕ çул çынсен пурлăхне вăрланă — 79, хваттерсене кĕнĕ — 13, лавккасене тустарнă 8 тĕслĕх вырăн тупнă. Наркотик упранă тăватă тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă.

Асăннă тапхăрта обществăлла вырăнсенче — 15, çав шутра урамсенче 15 преступление регистрациленĕ. Урамсенче 2008 çулта обществăлла йĕркелĕхе пăснă 4 тĕслĕхе тупса палăртнă.

Иртнĕ çул криминаллă служба — 61, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе 89 преступление уçса панă. Ют пурлăха хапсăнакансенчен — 57, выльăх-чĕрлĕх вăрлакансен — 63, кĕсье телефонĕсем йăкăртакансен 88,3 процентне тупса палăртнă. Шел пулин те, пĕлтĕр хваттерсемпе лавккасене çаратакансене тупса палăртассипе çителĕксĕртерех ĕçленĕ.

2009 çулта шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансем çынсем хушшинче профилактика ĕçне япăхах мар йĕркеленĕ. Çавăнпа та ĕçкĕ-çикĕне пула преступлени тăвакансен хисепĕ малтанхи çулхинчен сахалланнă. Çул çитмен ачасем ушкăнпа тунă преступленисен шучĕ те 2008 çулхи пекех юлнă.

Унччен судпа айăпланнисем обществăлла йĕркелĕхе пăснă тĕслĕхсем чылай. Ытларах ниçта та ĕçлемен çынсем йĕркелĕхе пăсаççĕ. Акă, иртнĕ çул çавнашкаллисем 16 преступлени тунă.

Çынсем административлă саккун йĕркине пăсни те куç умĕнчех. Пĕлтĕр йĕркене пăхăнман 4746 çынна явап тыттарнă, вĕсенчен 886905 тенкĕ штраф шыраса илнĕ. Килте хаяр шĕвек усранăшăн, хатĕрленĕшĕн е сутнăшăн 45 гражданина административлă майпа айăпланă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика