АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиада иртнĕ

05 февраля 2010 г.

 

Кăрлачăн 29-мĕшĕнче РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ, Упи ялĕнче çуралнă математика учителĕ Иван Никифорович Никифоров 100 çул тултарнине халалласа Упири вăтам шкулта математика предмечĕпе олимпиада иртнĕ.

Олимпиада маларах Вăрнарта пулнă. Пирĕн района олимпиадăна хутшăнас тĕллевпе Канаш районĕнчи Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен Шăхасанти вăтам шкулта вĕренекенсем те килсе çитнĕ. Çакă вăл Иван Никифорович хăй вăхăтĕнче Шăхасанти педагогика пĕлĕвĕ паракан иккĕмĕш сыпăклă шкулта пĕлÿ пухнипе çыхăннă.

Пĕтĕмпе олимпиадăна 12 шкултан 5—8-мĕш классенче пĕлÿ илекен 104 вĕренекен хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем çак олимпиадăра хутшăннине ĕнентерекен свидетельствăсене алла илнĕ. Шкулти акт залĕнче ачасем И. Н. Никифоровăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Аса илÿсемпе тăванĕсен ятĕнчен Социализмла Ĕç Геройĕн мăнукĕн ачи И. А. Никифоров тухса калаçнă. Игорь Алексеевич Красноармейски районĕнчи шалти ĕçсен сотрудникĕ, милицин аслă лейтенанчĕ. Çавăн пекех Шăхасанти вăтам шкулта вăй хуракан аслă категориллĕ вĕрентекен И. М. Христофорова сăмах илнĕ.

Ĕçсене тишкерсе пĕтĕмлетнĕ хыççăн 5-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне Д. Даниловапа (Трак гимназийĕ, ертÿçи — И. А. Ананьева) С. Яковлев (райцентрти иккĕмĕш шкул, ертÿçи — Н. В. Андреева) тивĕçнĕ. О. Балашов (Шăхасан шкулĕ, ертÿçи — И. М. Христофорова) — иккĕмĕш, Е. Раковпа (райцентрти иккĕмĕш шкул, ертÿçи — Н. В. Андреева) А. Никифоров (Трак гимназийĕ, ертÿçи — И. А. Ананьева) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. 6-мĕш класра вĕренекенсем те маттур пулчĕç. М. Краснов (Шăхасан шкулĕ, ертÿçи — И. М. Христофорова) — пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ. Ф. Платоновпа (Карай шкулĕ, ертÿçи — О. Д. Тимофеева) И. Васильев (райцентрти иккĕмĕш шкул, ертÿçи — Н. В. Андреева) иккĕмĕшпе виççĕмĕш кăтартусемпе палăрнă. 7-мĕш класра пĕлÿ илекенсем олимпиадăра 27-ĕн пулчĕç. Пĕр пек балсем пуçтарнине кура малти вырăнсене темиçен тухма пултарчĕç. О. Игнатьевапа (Шăхасан шкулĕ, ертÿçи — И. М. Христофорова) Е. Максимова (Пикшик шкулĕ, ертÿçи — Л. Я. Григорьева) — пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Иккĕмĕш — А. Марков (Трак гимназийĕ, ертÿçи — Т. В. Андреева), В. Михайлов (Пикшик шкулĕ, ертÿçи — Л. Я. Григорьева), виççĕмĕш вырăнсене Н. Соколовпа К. Филиппов (иккĕшĕ те Трак гимназийĕнчен, ертÿçи — Н. М. Николаева), А. Димитриев (Карай шкулĕ, ертÿçи — О. Д. Тимофеева) йышăннă. 8-мĕш класра вĕренекенсен ĕçĕсене пăхса тухсан Г. Егоровпа (Мăн Шетмĕ шкулĕ, ертÿçи — П. М. Васильева) Р. Федоров (Трак гимназийĕ, ертÿçи — И. А. Федорова) малти вырăна тухни паллă пулчĕ. А. Назаров (Мăн Шетмĕ шкулĕ) — иккĕмĕш, Е. Афанасьев (Трак гимназийĕ) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çĕнтерÿçĕсем район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн дипломĕсене тивĕçнĕ. Çакăн пек олимпиадăна кашни çулах 3—8-мĕш классенче вĕренекен ачасем хушшинче ирттерме палăртнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика