02 февраля 2010 г.

Янкасри библиотекăра хăйсен ентешĕ — Вениамин Пехил сăвăç çуралнăранпа 55 çул çитнĕ ятпа литература сехечĕ иртрĕ. Паллă поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен Чăваш Республикинчи Писательсен пĕрлĕхĕн членĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Николай Ершов каласа пачĕ.
Сăваплă вутпала пурнаттăм —
тĕнче пĕтмест
чăваш пĕтмесĕр.
Ман шухăш — эс,
Çĕршывăм — эсĕ!
Çак асамлă йĕркесене Вениамин Пехил вăтăр çул каяллах çырнă. Шахвăртса илмелли ытарлă сăмахсенче мĕн чухлĕ çыпăçулăх пытаннине поэзие юратакансем çеç мар — вулакансем те ăнланаççĕ, сăвăçăн иксĕлми пултарулăхне ăмсанаççĕ.
Вениамин Васильевич Пехил 1955 çулхи кăрлачăн иккĕмĕшĕнче Янкасри Василий Кондратьевпа Екатерина Федорова çемйинче çуралнă. Пурăннă пулсан вăл кăçал шăпах 55 çул тултармаллаччĕ. Питех те шел, 2004 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче, пÿкле вилĕмпе, вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Анчах та, çур ĕмĕре яхăн çут тĕнчере пурăнма ĕлкĕрнĕ поэт сăнарĕ асрах пурăнать. Сăнарĕ кăна мар — хăй вăхăтĕнче çырса кăларса хăварнă кĕнекисем те куç умĕнчех. Юлашки çулсенче аптратса ÿкернĕ кăмăл-туйăм, ăс-тăн пăтранчăкĕн чирĕ ăна çапла юлашки утăм тума хистенĕ пулĕ-ши?
Вениамин Пехил ман тăван ялтан — Янкасран пулнăран, эпĕ вăл епле литература çулне суйласа илсе ун тăрăх хăюллăн та шанчăклăн утнине питĕ лайăх сăнаса-курса тăнă. Унăн çунатлă сăввисене юратса вуланă çеç мар, вĕсемшĕн савăннипе пĕрлех мăнаçланнă та, мухтаннă та. Нестер Янкас хыççăн, талант енĕпе илсен, хамăр ялтан тухнă иккĕмĕш поэтшăн епле хăпартланмăн-ха!
Красноармейскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан, Вениамин Пехил Чăваш патшалăх университечĕн тăван литературăпа чĕлхе уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. Хăйĕн малтанхи сăввисене кун çути кăтартма пулăшнă районти “Ял пурнăçĕ” хаçатпа пурпĕрех çыхăну тытнă. Республикăри хаçат-журналсенче те тăтăшах пичетленме тытăнать.
Алла диплом илсен те Вениамин Пехил пичет ĕçне кÿлĕннĕ: райхаçат корреспонденчĕ-радиоорганизатор пулса тăрăшрĕ. Çав çулсенче пысăкрах калăплă хайлавсем те çыратчĕ. Вĕсене авторсен ушкăнĕсем кăларакан кĕнекесене те кĕртетчĕç. Пултарулăхне кура, Пехиле Чăваш писателĕсен союзĕ кăларакан “Ялав” журнал редакцине ĕçе илчĕç. Кунта вăл нумай çул вăй хучĕ — мĕн чирлесе кайичченех ĕçлерĕ.
Пурăннă чухне Вениамин Пехил икĕ кĕнеке кăларса юлма ĕлкĕрчĕ. Виççĕмĕшне те хатĕрлесе панăччĕ издательствăна. Унăн шăпи хальлĕхе уçăмлă мар-ха. Çапах та шанас килет: май килтерсе — мехел çитсен, тен, хăçан та пулин унăн сăввисен мĕн пур пуххи те тухĕ-ха. Ку ĕнтĕ пирĕнтен — сывă юлнисенчен — нумай килет.
Чи малтанах Пехилĕн “Янкас йăмрисем” кĕнекине асăнмалла. Кунта поэт Нестер Янкаса халалланă сăвă-поэми пысăк вырăн йышăнать. Вăл чăвашсен чаплă сăвăç-лирикĕн пултарулăхне тĕпчесе хавхаланнă-çке. Вениамин Пехилĕн паллăрах сăввисенчен çаксене палăртса хăвармалла: “Çутçанталăк пурне те паха”, “Ман пур юратнă енĕм”, “Чавса çывăх та çыртма çук”, “Çак ешĕл çут тĕнче”, “Тин çеç пĕçернĕ çăкăр”, “Хĕрарăма сив сăмахпа ан хăртăр”, “Хамăра пурнатпăр тетпĕр”.
Çавăн пекех Вениамин Пехил ытти халăхсен литература произведенийĕсене чăваш халăхĕ патне çитерес тĕлĕшпе те сахал мар тимленĕ — поэт-куçаруçă тивĕçне пурнăçланă. Унсăр пуçне, Сталин репрессийĕсенче синкер курнă Н. Янкас, В. Митта, П. Хусанкай пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕсем пирки тĕпчевсем çырнă. Акăлчан-чăваш словарьне хатĕрлессипе чылай çул тăрмашнă, ку енĕпе ăслăлăх статйисен пĕр ярăмне çырса пĕтернĕ.
Вениамин Пехиле чăваш халăхĕ унăн вилĕмсĕр “Шăнкрав курăкĕ” юрă сăмахĕсен авторĕ пулнипе яланах асра тытать. Ăна пирĕн ентеш-композитор Илья Степанов кĕвĕленĕ. Пехилĕн сăмахĕсемпе чăвашсен ытти композиторĕсем те юрăсем хывнă. Вĕсенчен паллăраххисем: “Пĕрремĕш вĕрентекен”, “Пурччĕ юрату”, “Уйăхлă каç”, “Хĕл сивви”.
Вениамин Пехилĕн сăввисем ăшă кăмăллă, çутă ĕмĕтлĕ. Поэт тăван сăмахлăха аван чухланă, унпа пĕлсе те ăнăçлă усă курнă. Вĕсенче çамрăксен кăмăл тасалăхĕпе чун-чĕре хĕрÿлĕхĕ палăрса тăраççĕ.
Пирĕн хушăра çук ĕнтĕ халĕ Вениамин Пехил. Унăн пурнăçĕ çуралнă килтех татăлчĕ. Шăпа ăна творчество ĕçĕнчен, литературăри ĕçтешĕсенчен сарăмсăр уйăрчĕ. Ăна Янкас тăрăхĕнчи масар çинех тирпейлесе пытартăмăр. Пирĕн енчи вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Борис Романов поэт хыççăн иккĕмĕш сăвăç вил тăпри вырăн тупрĕ ку масарта. Çимĕк кунĕсенче çулленех эпир вĕсен палăкĕсем умĕнче пуçа тайса аса илетпĕр.