02 февраля 2010 г.

Ăçтарах вырнаçнă-ши Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕ? Ăна шыраса тупма вăхăчĕ чылаях кирлĕ мар. Ултă пине яхăн çын пурăнакан район центрĕнче Мăн Шетмĕ юхан шывĕпе çумма-çуммăнах, сăртра, сылтăм енче ларать вăл. Первомайски урамĕнчи 10-мĕш çуртра эппин. Икĕ хутлă. Аякранах курăнать çăкăр комбиначĕ. Тата çÿллĕ мăрьерен кăвак тĕтĕм йăсăрланса тухни те таçтанах палăрать. Унпа çывăхрах — автостанци çурчĕ те.
Кăмăллă та тарават çынсем вăй хураççĕ кунта. Аллă ĕçчене яхăн. Çав шутра ытларахăшĕ — хĕрарăмсем. Çăкăр комбиначĕн директорĕпе Людмила Варфоломеевна Соколовапа калаçатпăр. Ертÿçĕ пысăках мар йышра вунă çул ытла вăй хурать, тĕрĕссипе, коллектив “тилхепине” сумлăн тытса пырать. Пирĕн сăмах çăкăр комбинатĕнче кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче кондитер изделийĕсене пĕçерсе хатĕрлекенсен республикăри конкурсĕ пуçланиччен сыпăнчĕ. Республикăри кунашкал конкурс, 6 çул каялла, асăннă çăкăр комбинатĕнче çăкăрпа булка издалийĕсене хатĕрлекенсем хушшинче пулнăччĕ. Хальхинче тутлă апат-çимĕç ăстисен тупăшăвне республикăри 17 районти, çав шутран хĕрлĕ чутайсен икĕ коллективĕ, çăкăр завочĕсенчи хастарсем хутшăнчĕç.
— Пирĕншĕн, паллах, республика шайлĕ конкурса хамăр патра ирттерни пысăк чыс вырăнĕнчех ĕнтĕ. Çав чыса çĕнсе илес çĕрте райпо канашĕн председателĕн — Альбина Ильинична Дмитриеван тата хамăр йышри хĕрарăмсемпе хĕр упраçсен, арçынсен тÿпийĕ те иксĕлми тесшĕн эпĕ. Паян çăкăр комбиначĕ çăкăрпа булка, шушкă, сухари тата кондитер изделийĕсене 50 ытла тĕрлĕ кăларать. Талăкра эпир 1,5 тонна çăкăр пĕçеретпĕр, — тет Л. Соколова. — Пĕремĕксен ассортименчĕ кăна — 15 тĕрлĕ.
Çăкăр комбинатĕнче асăннă кун иртекен республикăри конкурс тутлă апат-çимĕç ăстисемшĕн чăннипех те уяв пулнипе тата ĕç коллективĕсем хушшинче кондитер изделийĕсен пахалăхĕшĕн пĕр-пĕрин хушшинче тупăшассипе çивĕч кĕрешÿ пынипе çыхăнчĕ. Конкурса хутшăнакансем харпăр хăй продукцине сĕтелсем çине вырнаçтарса тухнă. Мĕн тĕрлĕ пĕремĕк, мармелад, кекс тата ытти изделисемпе те пуян вĕсем. Ăçти районтан пĕçерсе илсе килнĕ вĕсене, тÿрех палăртаймастăн, мĕншĕн тесен кашни сĕтелĕ çинче пĕрремĕш цифрăран пуçласа 17 цифра таран карточкăсем лартса тухнă. Ку вăрттăнлăх вăл жюри членĕсем конкурсра тупăшакансем ăçтан пулнине хăвăртах тавçăрса ан илччĕр тенипе çыхăннă.
Красноармейскисем хăйсен сĕтелне пĕрремĕш номерпе палăртнă. Унта савăтсенче мармелад пур... Ирэк сортлă премĕк, уфимский кекс тата желейный формăллă мармелад лартнă. Виçĕ номинаципе тупăшрĕç пирĕн Трак ен кондитерĕсем. Сумлă жюри — вунă çын (председателĕ Чувашпотребсоюз представителĕ Андрей Алексеевич Данилов) вĕсене лайăх енчен палăртрĕ, пĕтĕмĕшле балл пухса кекс тутлăлăхĕпе пахалăхне хакласа — 19,8, мармеладшăн 180 балл пухса — пĕрремĕш тата ирэк пĕремĕкшĕн 166 балпа иккĕмĕш вырăнсене йышăннине пĕлтерчĕ. Саламлатпăр!
Конкурс вăхăтĕнче Красноармейскинчи кондитерсен республикăри тупăшăвне хутшăннă Вăрнарпа Вăрмарти çăкăр завочĕсен директорĕсемпе — Тимор Владимирович Федоровпа тата Анатолий Геннадьевич Васильевпа (пĕтĕмпе ултă директор килнĕ) курнăçрăм. Иккĕшĕ те Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тата пысăках мар йыш çĕнĕлĕхсене куллен ĕçе кĕртсе пынипе кăмăллă юлнине пытармарĕç.
— Чăннипех те маттур красноармейскисем. Вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелли чылай. Çавăнпа та республикăри конкурссене Трак тăрăхĕнче йĕркелесси йăларан тухмасть ĕнтĕ, — терĕç хăнасем. — Çапла пулмалла та.
Питĕ вырăнлă сăмахсем кусем.