АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район юбилейĕ ячĕпе — интеллектуаллă марафон

02 февраля 2010 г.

 

Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче Трак гимназийĕн администрацийĕпе учительсен коллективĕ район 75 çул тултарнине паллă тăвас мероприятисене тепĕр хут пăхса тухрĕç.

Гимназистсем хăйсен тăван кĕтесне, район историйĕнчи пулăмсене, унăн паллă çыннисене, вĕсен ĕçĕсене, тăван районăн уйрăмлăхĕсене тĕпчесе асра тытса юлччăр, лайăхрах пĕлччĕр тесе хăйсем тĕллĕн хатĕрленсе ответлемелли интеллектуаллă марафон ирттерме йышăнчĕç. Марафона 5—11 классенче вĕренекенсем хутшăннă, вăл вĕренÿ çулĕн 1-мĕш çур çулĕнче иртнĕ. Ыйтăвĕсене учительсем йĕркелесе пынипе пултарулăх ушкăнĕсенчи гимназистсем хатĕрленĕ.

Марафонра 9 тапхăр:

1) Районăн экономика аталланăвĕ;

2) Красноармейски район историйĕ;

3) Красноармейски район топонимики;

4) Тăван тавралăх çут çанталăкĕ;

5) Районăн ял хуçалăхĕн аталанăвĕ;

6) Красноармейски районĕ цифрăсенче;

7) Красноармейски район художникĕсен пултарулăхĕ;

8) Хамăр район çыравçисемпе сăвăçисем;

9) Красноармейски районĕпе Бавари (Германи) хушшинчи çыхăнусем.

Марафон ирттерессишĕн яваплисем: А. З. Трофимов, И. Г. Шорникова, В. П. Спасова, И. А. Ананьева, Н. В. Кривошеев, Ю. Е. Кузьмина, Г. И. Томасова тата В. Н. Фризен.

Марафон ыйтăвĕсене гимнази сайтĕнче тата гимназири 1-мĕш хутри стендра кăтартнă. Марафон иртнĕ хыççăн ыйтусене “Сборник вопросов по Красноармейскому району” текен ыйтусен пуххинче тупма пулать.

Интеллектуаллă марафон вĕçленчĕ, кăтартăвĕсене январĕн 22-мĕшĕнче пĕтĕмлет-рĕç. Вĕренекенсем каланă тăрăх, кашни тапхăр ыйтăвĕсем питĕ интереслĕ, тупсăмне тупма хистекен ыйтусем пулчĕç.

Марафонра гимназистсем “Красноармейски районĕ цифрăсенче” тапхăра пуринчен ытла хутшăннă. 1-мĕш вырăна — Д. Ананьев (6 кл.), Т. Ананьева (5 а кл.), А. Марков (7 б кл.), Е. Иванов (8 б кл.), А. Маркова (9 б кл.), К. Журавлева (9 а кл.) йышăннă. 2-мĕш вырăна — Д. Осипова (5 а), М. Чернова (5 а), А. Трофимова (7 а), Е. Афанасьева (7а), Н. Владимирова (9 б), Е. Степанова (10 кл.), О. Владимирова (11 кл), 3-мĕш вырăна Л. Егорова (5 а), В. Михайлов (5 а), А. Васильева (5 а), В. Лукин (8 б), И. Терентьев (8 б), В. Арсентьев (11 кл.), О. Васильева (11 кл.) тухнă.

Чăваш чĕлхи тата литературипе ирттерекен “Хамăр район çыравçисемпе сăвăçисем” тапхăрта 1-мĕш вырăна — А. Пантелеймонов (10 кл.), 2-мĕш вырăна — А. Маркова (9 б кл.), Т. Ананьева (5 а), 3-мĕш вырăна Е. Жестянова (9 б), Е. Леонтьева (5 б) йышăннă.

“Тăван тавралăх çут çанталăкĕ” биологи предмечĕн ыйтăвĕсене хуравлама 5—11 классенче вĕренекен 18 ача хутшăннă. 1-мĕш вырăна — В. Арсентьев (11 кл.), 2-мĕш вырăна — А. Пантелеймонов (10 кл.), 3-мĕш вырăна Т. Садртдинова (9 а) çĕнсе илнĕ.

Вырăс чĕлхи тата литература учителĕсем сĕнекен “Красноармейски район топонимики” ыйтăвĕсене хуравласа чи мала — А. Грачева (9 а), 2-мĕш вырăна — Н. Васильева (6 а), 3-мĕш вырăна М. Козлова (6 а) тухнă.

“Районăн экономика аталланăвĕ” (экономика) тата “Красноармейски район художникĕсен пултарулăхĕ” (изо) ыйтăвĕсемпе иккĕшĕпе те 10-мĕш класра вĕренекен А. Пантелеймонов çĕнтернĕ, 1-мĕш вырăн йышăннă.

Нимĕç чĕлхипе тăратнă “Красноармейски районĕпе Бавари (Германи) хушшинчи çыхăнусем” темăпа О. Максимова (8 а) — 1 вырăнта, А. Пантелеймонов (10 кл.)— 2-мĕш вырăнта.

Интеллектуаллă марафонра мала тухнисене шкул линейкинче пĕтĕм учительсемпе вĕренекенсем умĕнче палăрт-рĕç, Хисеп грамотисем парса чысларĕç. Гимнази директорĕ Галина Илларионовна Юлмасова сăмах илчĕ, çĕнтерÿçĕсене çивĕч ăс-тăнлă, тимлĕ те хастар пулнишĕн мухтарĕ, малашне тĕрлĕ паллă кунсен, юбилейсен ячĕпе интеллектуаллă марафонсем ирттерме сĕнÿ пачĕ. Гимназистсем ку сĕнĕве хапăлласа йышăнчĕç, мĕншĕн тесен марафон тавра курăма ÿстерме пулăшакан питĕ ырă меслет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика