АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртрĕмĕр те çитмĕлтен

02 февраля 2010 г.

 

Красноармейски районĕнчи Именкасси салинче çуралса ÿснĕ, кунта нумай çул çанă тавăрса ĕçленĕ, çак ялтах пурăнакан хисеплĕ, тараватлă та ăшă кăмăллă, ырă чĕреллĕ çыннăмăр, районпа пĕр çулта çуралнăскер Надежда Ивановна Моронцова (Иванова) февралĕн 8-мĕшĕнче 75 çул тултарать.

Ăслă та пултаруллă, тарават çынсемпе тĕл пулма, вĕсемпе сăмах пуçарма кăмăллă, калаçăвне итленĕ çемĕн итлес килет. Надежда Ивановнан çемье пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăм эпĕ. Йăл-йăл кулса тăракан çын çине куç ывăтнă май вăл çитмĕлтен иртнине пĕрре те ĕненес килмест. Пуçне тахçанах кĕмĕл тĕс çапнă, мăшăр куçĕнче çуллахи тÿпе сенкерлĕхĕ çиçмест пулин те Натюк аппа хăйне хавшак туйманни сисĕнет.

Тăхăр ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ хĕр. Çемьере вăл пиллĕкмĕш ача пулнă. Шел пулин те, халĕ тăхăр ачаран пиллĕкĕшĕ çеç пурăнать, ыттисем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ.

1942 çулта вăл 1-мĕш класа вĕренме кайнă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕсене халĕ те ăш пиллĕн аса илет Н. Моронцова. Шкул хыççăн Натюк аппа пилĕк çул хушши çывăхри чукун çул çинче ĕçленĕ. Ун хыççăн вара, 1956 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, 40 çул хушши, тăван шкулта техслужащи пулса вăй хунă. Тăрăшуллă ĕçшĕн вăл “Ĕç ветеранĕ” ята, чылай Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Ялти В. А. Семенов, М. С. Сергеев, Н. П. Петров, В. С. Иванов, Ю. К. Антонов, В. В. Ильин шкул директорĕсемпе шкулта тасалăхпа тирпейлĕх, ыр кăмăллăх хуçалантăр тесе тăрăшнă.

— Йывăр вăхăтра килнĕ эпĕ çут тĕнчене, — аса илет Надежда Ивановна. — Йышлă çемьере çитĕнтĕмĕр. Атте-аннене килти хуçалăхра пулăшасси, кĕçĕннисене пăхасси те ман çине тиеннĕ. Выçă-тутăллă ÿснĕ пулин те пĕрех çутă малашлăха ĕненнĕ, шанăçа çухатман.

1956 çулта ялти Феликс Кондратьевич Моронцовпа çемье тĕвĕленĕ. Мăшăрĕпе кил-çурт çавăрнă, килти хуçалăха йĕркелесе пынă. Шел, йывăр чире пула Аслă вăрçă участникĕ, “За отвагу” медаль кавалерĕ нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлчĕ. Пур ĕçе те вăхăтра, пысăк пахалăхпа, пур кăмăлтан тунă Феликс Кондратьевич.

Икĕ ача çуратса пăхса çитĕнтернĕ мăшăр. Асли, Ирина, тĕп хулари техникумран вĕренсе тухнă хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти “Водоканал” агростройра контролер пулса ĕçлет. Ывăлĕ, Сергей, çар тивĕçĕсене водитель профессийĕпе çыхăнтарнă, службăран ефрейтор званипе таврăннă хыççăн тăван хуçалăхра специальноçĕпех ĕçленĕ. 1983 çулхи октябрь уйăхĕнче киревсĕр çынсен айăпĕпе вăхăтсăр, çамрăклах çĕре кĕнĕ, хуйхă ашшĕ-амăшĕн, тăванĕсен чĕрисенче ĕмĕрлĕхех пысăк суран хăварнă.

— Хĕрĕм, кĕрÿ Валентин, мăнук Сергей тăван киле килсех тăраççĕ. Сергей Мускаври çул-йĕр институчĕн пиллĕкмĕш курс студенчĕ. Вĕренÿре вăл аван ĕлкĕрсе пырать, пушă вăхăтра ашшĕ-амăшне пулăшать. 40 çул хушши тăван шкулта пĕр вырăнта ĕçлеме тÿр килнишĕн, ачасемпе, вĕрентекенсемпе хутшăнса ĕçлеме май пулнишĕн савăнатăп, — пĕлтерет хăйĕн шухăшĕсене Натюк аппа.

Вăхăт шав малаллах шăвать. Юбилейне тивĕçлипе кĕтсе илессишĕн тимлет ватă. Пĕрре те алă усса лармасть вăл. Кил хушшинче, пÿрт-çуртра, çулла пахчара — пур çĕрте те тирпей-илем хуçаланать ăшă кăмăллă хĕрарăмăн. Чăх-чĕп, йытăпа кушак усрать. Хаçат-журналпа тачă çыхăну тытать, радио итлеме кăмăллать Надежда Ивановна.

Сывлăх сунар пултаруллă та сăпайлă хĕрарăма. Турри вăрăм кун-çул патăрччĕ ăна.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика