29 января 2010 г.
2010 — Учитель çулĕ. Çавăнпа та 2010 çул пирĕн çемьешĕн уйрăмах паллă. Манăн анне те, кукамай та учительсем. Анне, Ирина Анатольевна Тимофеева, Именкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта математика тата информатика учителĕ тата директор çумĕ пулса ĕçлет.
Чи хисеплĕ те чи пултаруллă учитель пирĕншĕн, паллах, кукамай, Федосия Николаевна Карпова. Пирĕн кукамай вăйлă математик, чăн-чăн педагог, Учитель. Çавăнпа та манăн ун çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартса сире те паллаштарас килет.
Федосия Николаевна Карпова Алманч ялĕнче пурăнать, халĕ тивĕçлĕ канура. Манăн кукамай çав тери тарават та ăшă кăмăллă хĕрарăм. Маншăн вăл чи пултаруллă çынсенчен пĕри. Мĕн тĕрлĕ алсиш-нуски, кофтăсем, илемлĕ калпаксем, шарфсем çыхман пулĕ вăл. Кукамай 30 çул патне ĕнтĕ пыл хурчĕсем ĕрчетет, хăнасене яланах пылпа хăналать. Пахча çимĕçĕ те унăн ыттисен пек мар, ăнса пулать. Çырла вăхăчĕ çитсен вара пурне те çитет: малтанах кашкăр çырли (жимолость) пиçет, унтан вара çĕр çырли, хура çырла, хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан, чие, слива, пан улми, груша. Мăнукĕсене пĕрне те кÿрентермест вара кукамай. Вăл яланах пирĕнпе тупăшса шашкăлла та, шахмăтла та выляма юратать.
Кукаçипе пĕрле, Анатолий Карпович Карповпа, кукамай пилĕк ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă: 3 ывăлпа 2 хĕр. Халĕ пурĕ 10 мăнук. Анчах та 1994 çулта кукаçи чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Шел, паллах, вăл вăхăта аса илсен кукамай ялан кичемленет. Эпир пурте ăна пулăшса тăма тăрăшат-пăр, шкултан вĕренсе тухса кайнисем те яланах ăшă сăмахсемпе хавхалантарса тăраççĕ.
Ф. Н. Карпова (хĕр чухне Федорова) 1941 çулхи кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче хамăр районти Алманч ялĕнче çуралнă. 1958 çулта Упири вăтам шкултан вĕренсе тухса алла аттестат илнĕ. Ун чухнех çамрăк хĕрĕн учитель пулас ĕмĕчĕ пысăк пулнă, анчах та педагогика институтне вĕренме кайма май пулман. Комсомол путевкипе кукамай Новосибирск облаçне ĕçлеме каять. Виçĕ çул хушши стройкăра ĕçлесе каменщик, штукатур, маляр профессийĕсене алла илет.
Тăван яла таврăнсан 1961 çулта мал ĕмĕтлĕ хĕре РОНОран кĕçĕн классен учителĕ пулма вĕренме Çĕмĕрле хулине яраççĕ. 1962 çулта Феодосия Николаевна Яманакри сакăр çул вĕренмелли шкулта вожатăйра ĕçлеме пуçлать.
1963 çулхи çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Алманч каччипе, Анатолий Карповпа çемье тĕвĕлесе кукамай Алманчри вăтам шкула ĕçлеме куçать. Манăн кукаçи ун чухне шофер пулса колхоз председательне турттарнă.
Çапла кукамай Алманчра аслă вожатăй пулса ĕçлет, çав вăхăтрах кÿртĕм майпа педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕренет. 1969 çултан пуçласа 2001 çулччен вара кукамай математика учителĕ пулса ĕçлет. Федосия Николаевна — чи сумлă математика учителĕсенчен пĕри. Вăл ачасене вĕрентес ĕçре пĕтĕм вăйне, чунне парса ĕçленĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ мелсемпе,тĕрлĕ формăсемпе усă курнă.
“1982 çулта шкул пĕтернĕ ачасемпе (7-мĕш класран пуçласа 10-мĕш класс таран) ВЗМШăн (Всесоюзная заочная математическая школа) заданийĕсене пурнăçласа ярса тăрса диплом илтĕмĕр. Вăл вăхăтра учительсем валли математикăпа литература сахалрахчĕ, çавăнпа та асăннă шкултан ярса паракан кĕнекесем ĕçре питĕ пулăшатчĕç, ачасене математикăна тарăнрах вĕрентме май паратчĕç. Çавăн пекех “Квант” журнал питĕ килĕшетчĕ. Ачасемпе пĕрле кашни номерте тухса тăракан задачăсене шутлама тăрăшаттăмăр. Кирек мĕнле хаçатра е журналта математикăпа интереслĕ заданисем тĕл пулсанах ачасене шутлама явăçтарма тăрăшаттăм”, — аса илет Федосия Николаевна. Халĕ те юратнă учителĕ патне хăй вĕрентсе кăларнă ачасем тĕрлĕ çĕртен тав сăмахĕсем каласа ăшă саламсем яраççĕ.
“1991 çулхи кăрлач уйăхĕнче эпĕ Шупашкара математикăна çĕнĕ методикăпа вĕрентмелли курссене кайрăм. Ун хыççăн шкула таврăнтăм та манăн класра 13 компьютер, 1 принтер лараççĕ, сĕтел çинче “Корвет” ятлă сакăр кĕнеке выртать. Компьютерсене мансăрах класа вырнаçтарса хăварнă, ĕçлеме хатĕр. Малтанах ăçта пусмаллине те пĕлместĕп, шкулта та никам пĕлекен те, вĕрентекен те çук. Хамăр шкула пĕтернĕ Олег Валерьевич Сергеев нумай пулăшрĕ тата кунсерен “Корвет” кĕнекесем тăрăх вĕренсе пырса компьютерсемпе ĕçлеме те, принтерпа пичетлесе кăларма та хăнăхрăм. “Бейсик” чĕлхине вĕренсе ачасене программăсем çырма вĕрентеттĕм. Çапла вара математика пекех информатикăна та кирлĕ шайра вĕрентме пуçларăм”, — каласа кăтартать кукамай.
Эпĕ хам та компьютерпа интересленетĕп, аннепе пĕрле унти вăрттăнлăхсене тавçăрма тăрăшатăп. Мĕн чухлĕ пĕлмелле, мĕн тери тимлĕ пулмалла. Çавăнпа та çав тери маттур та пултаруллă иккен манăн кукамай!
40 çул патне Федосия Николаевнан педагогика стажĕ. Нумай-нумай ачана вĕрентсе кăларнă ĕнтĕ вăл, анчах та пĕрремĕш хут класс ертÿçинче ĕçленĕ çулсем нихăçан та асран тухас çук. 1977 çулта пĕрремĕш кăларăм тухать. Вăл вĕсене 4-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕш класс таран математикăпа вĕрентнĕ. “Питĕ пултаруллă та тăрăшуллă ачасемччĕ. 31 ачаран 19-шĕ аслă пĕлÿ илчĕç. Халĕ кашни пилĕк çулта пĕрре пĕрле пуçтарăнаççĕ. Хăшĕ-пĕри пирĕнтен уйрăлса кайрĕ, çакă питĕ хурлантарать”, — каласа кăтартать кукамай.
Кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче кукамай хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Эпĕ хамăн юратнă кукамая пĕтĕм мăнукĕсен ячĕпе татах та нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунатăп, тата тепĕр хут ăна хамăр юратни, унпа мухтанни çинчен калатăп.