29 января 2010 г.
Красноармейски ял тăрăхне кĕрекен Чаканар — районти чи пĕчĕк ялсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра унти 25 хуçалăхра 75 çын пурăнать. Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă тенешкел, чаканарсем те хăйсен маттур çыннисемпе мăнаçланма пултараççĕ. Паян вĕсенчен пĕринпе паллаштарасшăн.
Эпир унпа районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче тĕл пултăмăр. Вăл унта манпа курса калаçас тĕллевпех пынă иккен. Пилĕк çул каялла, пирĕн район 70 çул тултарнă ятпа, çыравçăсемпе тавра пĕлÿçĕсен хастар йышĕ ятарлă энциклопеди хатĕрлесе кăларнăччĕ. Ку кĕнекере Трак енĕн мĕн пур паллă çыннисем çинчен кĕскен çырса кăтартнă. Ун чухнехи Янкас ял администрацине кĕрекен Чаканар ялĕнчи çынсем пирки материалсем хатĕрлеме мана тÿр килнĕччĕ. Кунта Васильевсене — ашшĕпе ывăлне — кĕртрĕмĕр. Питĕ шел, кĕнеке калăпăшне кура, энциклопедире кашнин пирки нумай çырма май килмерĕ. Ку калаçăва малалла тăсас тесе килнĕ те редакцине утмăлалла çывхарса пыракан арçын — çак очерк геройĕ.
Акă, эпир “Красноармейский район: люди и судьбы” кĕнекен 24-мĕш страницине уçрăмăр. Çÿлти сăн ÿкерчĕксенчен виççĕмĕшĕ çинчен пирĕн çине милици полковникĕн тумне тăхăннă кĕрнеклĕ çын пăхать. Иксĕмĕр те шăплантăмăр пĕр хушă. Ку — унăн сăн ÿкерчĕкĕ-çке. Ун айĕнчех ашшĕне — Феофан Васильевич Васильева асăнса хăварнă йĕркесем: “1920 çулта Чаканарта çуралнă. Ял хуçалăх ĕçченĕ: выльăх-чĕрлĕх пăхакан, техник-осеменатор. 1973 çулта “Хисеп палли” ордена тивĕçнĕ. 1975 çулта вилнĕ”. Кăшт аяларах вара ывăлĕн — Яков Феофанович Васильевăн — биографийĕ. Ун пирки те май пур таран темиçе йĕркепе çеç палăртнă.
Яков Феофанович тарăн шухăша путрĕ тейĕн — ассăн сывласа илчĕ те сăмах çăмхине сÿтме пуçларĕ: ачалăхне аса илчĕ, пурнăç пусмин картлашкисемпе епле çÿлелле хăпарса пыни куç умне тухрĕç…
Эпир кÿршĕллĕ ялсенчен пулнă май пĕр-пĕрне ача чухнех аван пĕлнĕ. Чаканарта ăна Якку тетчĕç. Вăл манран шăп 10 çул кĕçĕн пулин те, лаша пуласси тихаран паллă тенешкел, ÿссессĕн Яккуран мĕнлерех çын калăпланассине витĕрех туйнă. Маттуркка та тĕреклĕ, нумай калаçма юратман çамрăкчĕ. Спортпа питĕ туслăччĕ. Хăй вăхăтĕнче йĕлтĕрпе тата велосипедпа чупассипе район чемпионĕ те пулнăччĕ…
Çапла, Яков Феофанович Васильев 1952 çулхи пуш уйăхĕн вуннăмĕшĕнче кун çути курнă. Çемьере 5 ачаран виççĕмĕшĕ пулнă вăл. Янкасри сакăр çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн тÿрех салтак ячĕ тухнă — икĕ çул Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Тинĕс-çар авиацине лекнĕ, стрелок-радист тивĕçне пурнăçланă. Кăтартуллă служ-бăшăн ăна 95109 номерлĕ çар чаçĕн ялавĕ умĕнче сăн ÿкерттерсе чыс тунă.
Çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçе татнă каччă малашнехи пурнăçне йăлтах милици ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнă. 1973—1977 çулсенче Волгоградри Аслă следстви шкулĕн эксперт-криминалистсен факультетĕнче вĕренсе алла диплом илнĕ. Сăмах май, ку факультета СССР Министрĕсен Совечĕн постановленийĕпе 1973 çултан пуçласа йĕркеленĕ. Яков Феофанович вара унта пĕлÿ илсе тухнă пĕрремĕш чăваш пулнă.
Çамрăк специалиста тÿрех хамăр республикăри Шалти ĕçсен министерствине вырнаçтарнă — оперативлă техника пайĕн эксперт-криминалисчĕн тивĕçне шанса панă. Яков Феофанович халĕ те Шупашкарта ĕçленĕ тапхăра манаймасть. 1981 çулта пирĕн ентеш “За безупречную службу III степени” медале тивĕçнĕ.
Чăваш Республикинче тăватă çул çурă тăрăшса хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă специалиста Казахстанри Кзыл-Орда облаçĕнчи Ленинск хулине куçараççĕ. Çапла вара Чаканар каччи Байконур космодромăн аслă эксперт-криминалистĕнче вăй хурать. Хăйне СССР Шалти ĕçсен министерствин эксперт енĕпе йĕркеленĕ квалификациллĕ комиссийĕ 1977 çултах криминаллă мĕн пур йышши экспертизăсем ирттерме ирĕк панă правăпа туллин усă курнă. Çавăншăн ентешĕм “За безупречную службу” медалĕн II степеньне илнĕ. Ăна “Милици отличникĕ” хисеплĕ ят панă. Ун чухне вăл капитан чинĕпе пулнă. Виçĕ çул çурă хушши яваплă çак вырăнта хăйĕнчен мĕн килнине пурнăç хушнă пек туса пынă çынна çÿлти органсенче те часах асăрханă пулас — 1985 çулта СССР Шалти ĕçсен министерствин 8 Тĕп управленийĕн 12 Управленине аслă эксперт-криминалист пулма илсе каяççĕ, “милици майорĕ” звани параççĕ. Çак служба удостоверенине Яков Михайлович паян кунчченех чи хаклă документ вырăнне упрать. Мĕншĕн тесен милицин тĕп органĕнче ĕçлеме пуçланине ĕнентерекен пĕрремĕш докумен-çке-ха. Ку должноçра та вăл 5 çул вăй хурать, Мускав облаçĕнчи Одинцово хули çывăхĕнче тĕпленет. Пĕр çулталăк çурă РСФСР Шалти ĕçсен министерствин криминаллă эксперт управленийĕнче те хăйĕн специальноçĕпе ĕçлет, “За безупречную службу” медалĕн I степеньне тивĕçет.
1992 çулта ку министерствăрах асăннă управлени вырăнне ятарлă центр туса хурсан — Яков Феофанович Васильев кунти служба картлашкисене пĕрин хыççăн теприне пусма пуçлать: эксперт, аслă эксперт, тĕп эксперт-криминалист должноçĕсенче тăрăшса милици полковникĕ таран ÿсет. 1998 çулта ăна “За отличие в службе” кăкăр çине çакмалли паллăпа чыслаççĕ, тепĕр çултан “За отличие в охране общественного порядка” медальпе наградăлаççĕ.
1978 çултах вăл, криминаллă милици ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă наукăпа интересленсе, чăваш чĕлхипе çырнă ал çырусене тĕпчемелли методика хатĕрлесе пуçару тунă. Каярахпа вара “Технико-криминалистическое обеспечение раскрытия и расследования тяжких, особо тяжких и резонансных преступлений, совершенных на почве межнациональных отношений” темăпа çичĕ монографи материалĕ çырнă.
Я. Васильев хăй çирĕм çичĕ çул йĕркелĕх хуралĕнче тăнă çулсенче вăхăтлăх командировкăсенче пулнă самантсене те манма пултараймасть. Арменинчи Спитак хулинче çĕр чĕтреннĕ хыççăн тупнă паллă мар вилесене палăртнă çĕрте çур çул ĕçленĕ вăл. 1992—1999 çулсенче Çурçĕр Кавказри “хĕрÿ точкăсенче” Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин оперативлă следстви ушкăнĕпе пĕрле тăрăшнă. Ăна “Участник боевых действий” удостоверени панă.
2000 çултанпа пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр тивĕçлĕ канура. Ытти тивĕçлĕ çынсем пекех ăна “Ĕç ветеранĕ” ят панă. Унсăр пуçне отставкăри милици полковникĕ 2002 çулта “200 лет МВД России” юбилей медальне те тивĕçнĕ.
Яков Феофанович Трак енпе тачă çыхăну тытать, тăван киле час-часах килсе каять. Кунта унăн шăллĕ — Герьян Васильев — хăйĕн çемйипе пурăнать — ашшĕ-амăшĕн кил вучахне сÿнма памасть. Кăçал Я. Васильевшăн тепĕр паллă çул — Трак шкулĕнчен вĕренсе тухни 40 çул çитет. Пĕрле вĕреннĕ тус-юлташĕсемпе хаваслă тĕл пулу ирттересшĕн. Ĕмĕтÿсем пурнăçланччăр, ентешĕм.