АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун пăхăннине хаклать

29 января 2010 г.

 

Иртнĕ çул районти прокуратура саккуна пăснă 900 ытла тĕслĕхе тупса палăртнă. Вĕсем тăрăх çитменлĕхсене пĕтерессипе хирĕçлесе прокуратура 800 ытла сĕнÿ тăратнă. Çав шутра 218-шĕ саккун йĕркине пăснипе çыхăннă. 185 протесчĕ вара саккуна хирĕçле актсем йышăннине пула пулнă.

86 ĕçе право йĕркине административлă майпа пăснăшăн пуçарнă, 450 заявление суда ярса панă тата тĕрĕслев материалĕсем тăрăх 6 уголовнăй ĕç пуçарнă.

Асăннă тапхăрта ял тăрăхĕсен администрацийĕсем саккуна еплерех пăхăнса ĕçленине кун йĕркинчен кăларман. Экономика сферинче çынсен ĕç прависене хĕснине, пурăнмалли çурт-йĕр правилисене пăхăнассипе еплерех ĕçленине, çул çитмен ачасен правине хÿтĕлессипе тата муниципаллă службăн пурлăхне приватизацилессипе еплерех тăрăшнине, çĕрпе усă курнине, хаклă хутсен саккун йĕркине пăхăннине тĕрĕсленĕ.

2009 çулта районти прокуратура ертÿçисем ĕç саккунĕн йĕркине пăхăнса ĕçленине тĕрĕсленĕ, саккуна пăсса çынсене ĕçрен хăтарнисене ĕçе вырнаçтарассипе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Иртнĕ çул вăхăтра ĕç укçи тÿлемен тăхăр ертÿçĕне административлă майпа штрафланă, должноçри вун пĕр çынна дисциплина енчен явап тыттарнă. Красноармейскинчи 1-мĕш суд участокне çынсене вăхăтра ĕç укçи паманшăн хÿтĕлесе 2 миллион тенкĕ ытла ĕç укçи шыраса илмешкĕн 440 заявлени янă. Тата пĕлтĕр икĕ уйăх ытла ĕç укçи тÿлеймен пĕр предприяти ертÿçи пирки уголовнăй ĕç пуçарнă.

Прокуратурăн 2009 çулхи тĕрĕслевĕ тăрăх, коррупципе çыхăннă виçĕ преступлени пуррине палăртнă. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче саккун йĕркине пăхăнманшăн 10 сĕнÿ тăратнă, вĕсенчен должноçри çичĕ çынна дисциплина енчен явап тыттарнă. Унсăр пуçне ял тăрăхĕсенче коррупцилле факторсене палăртса 14 протест çырнă, çитменлĕхсене пĕтернĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика