29 января 2010 г.
Пенси ыйтăвĕ тавра
Иртнĕ çул ĕç пенсийĕсене çулталăкра 4 хут индексациленĕ. Асăннă тÿлевĕн вăтам виçи районта 5159 тенкĕпе танлашнă, ватлăхри вăтам ĕç пенсийĕ 6597 тенке çитнĕ. Ку кăтарту пенсионера пурăнма кирлĕ районти чи пĕчĕк виçерен 76 процент пысăкрах. Валоризаци тунă май 4435 пин пенсие çĕнĕрен шутланă, вăтамран пенси — 873,15, 70 çултан иртнисен 1246 тенкĕ хăпарнă. Çапла вара ватлăхри вăтам ĕç пенсийĕ кăçал 6413 пин тенкĕпе танлашать.
Валоризаци — социаллă тÿлев
2010 çулта пирĕн районта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăшлă пенсионерсем пулмаççĕ. Вĕсене, 583 ытла çынна, социаллă тÿлев (вăтамран — 818 тенкĕ) пама тытăннă.
Валоризаципе, социаллă тÿлевпе çыхăннă ыйтусем тивĕçлĕ канăва тухнисен сахал мар. Тĕслĕхрен, валоризаци ыйтăвĕ кăна 413 ентеше канăçсăрлантарнă. Тĕплĕн ăнлантарса панă хыççăн вĕсенчен 153-шĕ стаж пирки хушма документ пырса панă, хăйĕн пенсине ÿстернĕ.
Кăçалхи пенси пуласси тĕрĕссипе районти пенсионерсен чĕрĕк пайĕшĕн иртнĕ çул вĕçĕнчех паллă пулчĕ: валоризаципе тата социаллă тÿлевпе пĕрле шутланă пенсие — кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнчи уяв кунĕсенче илмеллискере — раштавăн 28—31-мĕшĕсенчех пачĕç.
Пенсипе ытти тÿлеве финанслама кăçал районта 420 миллион тенкĕ тăкакламалла, е пĕлтĕрхинчен 1,4 хут ытларах.
Пулас пенсионерсем çинчен
Пенси счетĕнче взнос ытларах пухăнать — пенси çавăн чухлĕ пысăкрах. Пенсин патшалăх софинансированийĕн программин ( халăхра ăна 1000х 1000 теççĕ) мелĕсемпе туллин усă курмалла. Пĕлтĕр унта Раççейĕн 2 млн. ытла çынни хутшăнчĕ, пулас пенсийĕ валли 2 млрд. ытла тенкĕ хыврĕ. Çав шутра — Трак енре 164 çын 622 пин ытла тÿленĕ. Районта вĕсем çулталăкра вăтамран 3800 тенкĕ тÿлеççĕ.
Чылайăшĕ çул çитмен ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн тÿлет. Çакна ăнланма ансат — патшалăх граждансен взносне тепĕр хут ÿстерме пулăшать.
Пулас пенсие ÿстермелли тепĕр май пур. Унăн пухăнса пыракан пайĕ валли взнос тÿленисем (чи малтанах, 1967 çулта тата каярахпа çуралнă граждансем) çав суммăна инвестицилеме пултараççĕ. Урăхла каласан ăна управляющи компанисене е патшалăхăн шутланман пенси фончĕсене шанса параççĕ.
Мĕншĕн çапла тумалла тетĕр-и? Пулас пенсин пухăнса пыракан пайĕ валли тÿленĕ взноса патшалăх индексацилемест. Ăна управляющи компанисемпе патшалăхăн шутланман пенси фончĕсем пулăшнипе — акцисене, хаклă хутсене, ытти актива хурса тупăш илнипе — кăна инфляцирен хÿтĕлеме тата ÿстерме май килет.
Патшалăх çирĕплетнĕ списокра асăннă компанисемпе фондсен хисепĕ — 58. Суйламалăх пур.
Амăшĕн капиталĕ
2007 çултан вăя кĕнĕ федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн Трак енри 289 хĕрарăм çемье капиталĕн сертификатне тивĕçнĕ. Вĕсем — иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнă (усрава илнĕ) çынсем. 2 çемьене сертификата тăлăха усрава илнĕ хыççăн панă.
Иртнĕ çул Пенси фончĕ амăшĕн капиталĕпе усă курасси çинчен заявлени йышăнма тытăннă. Патшалăхăн асăннă пулăшăвне çурт-йĕр кредичĕшĕн хывма ирĕк панă май 24 çемье 6 млн. тенкĕлĕх парăма татнă.
2009 çулăн варринче амăшĕн капиталĕн укçипе ачасене вĕрентес текенсенчен заявлени йышăнма пуçланă. Амăшĕн капиталĕн шучĕпе хĕрарăмăн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне пуянлатас текенсенчен те Пенси фончĕ заявленисем кĕтет.
Экономика лару-тăрăвĕ йывăррине шута илсе правительство пĕлтĕр амăшĕн капиталĕн укçинчен пĕр харăс 12 пин тенкĕ тÿлесси çинчен йышăнчĕ. Ăна тивĕçес кăмăллисем 276 çемье ытла е сертификат илнисен 96 проценчĕ пулчĕ.
РФ Пенси фончĕн ЧР уйрăмĕн структуринче район-хула управленийĕсем — 23. Асăннă служба клиенчĕсем пирĕн республикăра — 1300 пин çын, вĕсен шутĕнче Трак енре 4928 пенсионер, федераци çăмăллăхĕсем илекен — 258 çын, 578 организаципе уйрăм предприниматель.
Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ хăйĕн тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçлать. Федерацин Атăлçи округĕнче виçĕ хут мала тухрĕ, 2008 çул кăтартăвĕсем тăрăх Раççейре пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.