29 января 2010 г.
Района йĕркеленĕренпе 75 тата Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 65 çул тултарнине халалласа халĕ оборонăллă-массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ иртет.
Раççейĕн Афганистан ветеранĕсен канашĕн ЧР организацийĕн районти уйрăмĕ те кунта пур енлĕн хутшăнма тăрăшать. Паян Трак енре 20 ытла афганец пурăнать. Вĕсем тăтăшах шкулсенче, ĕç коллективĕсенче пулаççĕ.
Нарăсăн 15-мĕшĕнче пирĕн çарсене Афганистанран илсе тухнăранпа 21 çул çитет. Çавна май уйăхлăха халалласа февралĕн 15-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче пысăк уяв иртет. Ĕнерхи паттăр салтаксене саламлама 11 сехетре Индирен килнĕ Дипендра Мани юрăç килет. Пурне те хапăл тăваççĕ.