АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Актсен шучĕ чакнă

29 января 2010 г.

 

Кăрлач уйăхĕ вĕçленчĕ те ĕнтĕ. Районти ЗАГС пайĕ вулакансене вара пĕлтĕрхи кăтартусемпе паллаштарасшăн.

ЗАГС уйрăмĕн тĕп ĕçĕсенчен пĕри — патшалăх регистрацийĕн докуменчĕсенче уйрăм çыннăн акчĕсене çырса хурасси. Асăнса хăвармалла, 2009 çулта 671 акта шута илнĕ. Ку, 2008 çулхипе танлаштарсан, 26 акт сахалрах. Актсен шучĕ пĕчĕкленни, çемье арканнине шута илнисĕр пуçне, пур енсене те пырса тивнĕ.

Иртнĕ çул район территорийĕнче 170 ача (-11) çуралнă. Районти 82 (48 %) çемьере — пуçласа пĕрремĕш ачасем, 49 (29 %) çемьере — иккĕмĕшсем, 39-шĕнче (23%) виççĕмĕшпе тата ытларах пепкесем. Çак шутран 44 ачи тулли мар çемьере кун çути курнă, вĕсене амăшĕсем воспитани параççĕ. Тишкернĕ тапхăрта ашшĕлĕхне çирĕплетнĕ 25 акта регистрациленĕ, 5 çын ятне улăштарнă.

Тĕрлĕрен сăлтавсене пула çынсем пурнăçран уйрăлаççĕ. Палăртмалла: уйрăлса кайнисен шучĕ — 325, çакă 2008 çулхипе танлаштарсан, 15 çын сахалрах. Вилнисенчен — 159 арçын (вăтам ĕмĕр тăршшĕ 59 çул), хĕрарăмсем вара — 166 (79 çул).

Каччăпа хĕр пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăрма шутлани лайăх хыпар. Мăшăрланусене халĕ ытларах савăнăçлă лару-тăрура паллă тăваççĕ. 2009 çулта 93 çемье тĕвĕленнĕ. Вăл маларахри çулпа пăхсан 2 çемье сахалрах. Çакна та асăнса хăвармалла: уйрăласси хальлĕхе пысăк шайрах юлать-ха — 53, ку вăл 8 акт (17 %) нумайрах. Вĕсенчен 46 çемйи суд йышăнăвĕпе уйрăлнă, 6-шĕ — упăшкипе арăмĕ килĕшсе татăлнипе.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика