29 января 2010 г.
Чăваш Енре студентсен кунĕнче тăваттăмĕш визитпа Раççей правительствин пуçлăхĕ Владимир Путин пулчĕ.
Çав кун студентсен кунĕ пулнă май Владимир Владимирович И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илекен çамрăксемпе курса калаçма кăмăл туни никама та тĕлĕнтермен. В. Путин ЧПУна Чăваш Ен Президенчĕпе Николай Федоровпа пырса кĕнĕ. Вĕсене студентсем патне Лев Кураков ертсе пынă. Студентсемпе калаçма сĕтел хушшине вырнаçсан Правительство пуçлăхĕ Татьяна кунне уявлас йăла ăçтан пуçланни пирки каласа панă, çамрăксен ыйтăвĕсене хуравланă.
Çак кун хĕн-асап тÿснĕ Татианăна асăнмалли кун пулнă май, Владимир Владимирович Шупашкар хулинчи Çветтуй Татиана чиркĕвне те çитсе курнă. Чиркĕве организацисемпе предприятисем, Чăваш ен çыннисем уйăрса панă укçа-тенкĕпе пилĕк çул хушшинче çĕкленĕ. Настоятель чиркĕвĕн вăрăмах мар историйĕпе паллаштарнă. Кун хыççăн хăнасем пăр керменне çул тытнă. Спорт сооруженийĕ уçăлнă ятпа саламланă. Кунта ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем канма, çамрăк спортсменсем ăсталăха туптама пултарнине палăртнă правительство пуçлăхĕ.
В. Путин "Промтрактор" АУОра пулса кунти ĕç-хĕлпе паллашнă. Чи малтанах промышленноç предприятийĕсен пысăк технологиллĕ продукцийĕн куравне курса тĕлĕннĕ. "Трактор завочĕсен" управленийĕн продукцийĕ Раççей рынокĕнче курăмлă тÿпе йышăнать. Владимир Владимирович тракторсем çине вырнаçтаракан электрон системисемпе кăсăкланнă. Трактор тăвакансене производствăна çĕнетес, ютран кÿрекен чи лайăх техникăна улăштарма пултаракан тракторсем кăларас енĕпе çине тăнăшăн ырланă.
Правительство çуртĕнче В. Путин премьер Чăваш Ен Президенчĕпе Н. Федоровпа ĕçлĕ калаçу ирттернĕ. Тĕл пулура республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Чăваш Енре курса паллашмалли темĕн чухлех. Владимир Владимирович Шупашкарти ĕç-пуçа ырласа хаклани пурин кăмăлне те кайнă.