29 января 2010 г.
Çамрăк ача Юрий Павлов пахчасем хыçĕнче икĕ чĕр чуна асăрханă. Инçетрен вĕсене уйăрса илме май пулман: çисе çÿреççĕ-и вĕсем е выляççĕ? Кăшт çывхарарах парсан, Юра кусем кашкăрпа пăру пулнине ăнланса илет.
Кашкăрĕ пăрăва мăйĕнчен çыртнă та хăйпе пĕрле юнашар уттарса пынă. Тÿрех пăвса пăрахман: çырмана илсе çитерсен, çурисем валли каçхи апат туса пама шутланă пулĕ. Пăрăвĕ пĕтĕм вăйран каялла туртăнса пынă пулин те, кашкăрĕпе пĕрлех утнă. Вĕсем çырма хĕррине çывхарсах пынă. Юра кун пирки çийĕнчех кÿршисене пĕлтерет. Хайхисем, сенĕксем илсе, çамрăк выльăха çăлма кашкăр патнелле чупаççĕ. Тискер чĕр чун çынсенчен хăраса, хăй ĕмĕтне пурнăçлаймасăрах, хăрушсăр çĕрелле тапса сикет. Пăрăва çăлакансене кун хыççăн кÿршĕ лайăх хăналанă, паллах.
Юрий Павловăн пурнăçĕ çакăн пекрех пулнă. Вăл çураличченех унăн ашшĕне колхозри яваплă çынсене хирĕç тăма кавар тунă, халăх тăшманĕ, троцкист, тесе арестленĕ. Пирĕн ялта троцкистсем пулма пултарайманнине пурте ăнланнă. Анчах, кун пирки калама хăякана хăйне троцкистсен шăпи кĕтнине пĕлсе, ытла шарлакан пулман.
Политинформацисенче Троцкий чи усал тăшман тесе ял халăхне ăнлантарман мар ĕнтĕ.
Юрăна амăшĕ — Варвари — тата унăн йăмăкĕ — Вера — пăхса ÿстернĕ. Йывăр вăхăт пулнă. Юра выçăпа аптранă. Çак вăхăтра ялти кладовщица вĕсем патне вăрттăн пĕр хутаç çăнăх илсе пынă, кĕсел пĕçерсе панă. Вара ача сывалнă.
Юра Павлов чиперех ÿссе çитĕннĕ. Тăватă çул ялти шкулта вĕреннĕ. Ÿснĕçемĕн хуçалăх ĕçĕсене хутшăнма пуçланă. Килте ĕçлекен хĕрарăм кирлĕ тесе, ăна 18 çулта авлантарнă. Унтан вăл шофер специальноçне алла илнĕ. Çав çулсенче ку профессиллĕ çынсем пирĕн енче сайра пулнă. Юрий Павлов мăшăрĕпе — Зоя Николаевапа — хăйсен пилĕк ачине тата вăхăтсăр çĕре кĕнĕ акăшĕн — Верăн — ывăлне пăхса çитĕнтернĕ.