29 января 2010 г.
Ку мыскара хура çĕре шурă хупласа лартичченех пулса иртнĕччĕ. Ара, пÿрте шăши ерчĕ.
Пĕр каç шакăртаттарать, иккĕ. Турă кĕтесĕнче, архив хучĕсем хыçĕнче. Чим-ха, терĕм çакна. Кухньăра шăши таппи пурри аса килчĕ мана. Шухăшланă-тунă. Тапăна вĕри шывпа çуса тасатрăм та çемçе çăкăр хурса пукан айне, чăрмантарман çĕре, вырнаçтартăм.
Çурçĕр çитнĕччĕ. Тапăна шăши кĕрсе хупăнса ларнă. Тухасшăн асапланать. “Юрĕ-ха,” — терĕм те резинка тупса ункăласа тапă алăкĕ уçăлмалла майлаштарса лартрăм. Тем вăхăт шăкăртаттарать те лăпланать. “Кăтăрт! Кăтăрт” илтĕнет пукан айĕнчен сасă.
Ир пулчĕ. Тапăра шăпах. “Вилнĕ пулмалла, сывлăш çитменнипе”, — тесе тапăна илсе кил хушшине тухрăм, тапă хупăлчине уçса пуç хĕрлĕ тытрăм. Мĕн ку? Тапăра никам та çук. Эпĕ вилĕ шăши тухса ÿкессе кĕтсе тăратăп.
Тепĕр кун тапăна каллех çав вырăна лартма шутларăм. Ăна вĕри шывпа çунă чухне тапăн (ăна фанерăран тунă) пĕр кĕтесне шăши кăшласа хăйне тухса тармалăх шăтăк тунă. Линейка илсе виçсе пăхрăм та шăтăкăн диаметрĕ 1 сантиметр. Чее кăна мар, тавçăруллă та терĕм эпĕ шăшие.
Хаçат вулакан мана суять тесе ан калатăр тесе шăши таппине хутаçа чикрĕм те райцентра вĕçтертĕм. Эпир, çынсем, çĕр çинче хамăра çеç ăслă тесе шухăшлама хăнăхнăскерсем, шăшин ăслăлăхĕнчен тĕлĕнме пĕлетпĕр-ши? Пĕчĕк чĕр чунăн та тапăран тухса тарма ăс çитнинчен тата ăна пурнăçа кĕртме пĕлнинчен тĕлĕнмелли пурах.
Вырăссен пĕр каларăш пур: “Пурăнас килсен — ташла”. Ку каларăша çĕнĕлле çапла каламалла мар-ши: “Пурăнас килсен — шухăшла! Шухăшла та кăшла!”