26 января 2010 г.

Красноармейскинчи ача-пăча тĕслĕх библиотекин кăçалхи ĕç планĕн “Тавра пĕлÿ”, çавăн пекех “Гражданла тата патриотла воспитани” пайĕсенчен района йĕркеленĕренпе — 75, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине уявлассипе çыхăннă мероприятисем пирки пĕлме пулать.
Вĕсем иртеççĕ те ĕнтĕ. Авă, район юбилейне халалланă “Истори кустăрми” викторинăна ачасем йышлăн хутшăннă, çĕнтерÿçĕсем вара призсене тивĕçнĕ. Л. Я. Волкова заведующи палăртнă тăрăх, Мăн Шетмĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройне В. В. Васильева сума суса йĕркеленĕ “Çĕнтерÿçĕ-салтака халаллатпăр” паттăрлăх урокĕ те çитĕнекен ăрушăн интереслĕ тата асра юлмалла иртнĕ.
Библиотека ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă темиçе цифра илсе кăтартассăм килет. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта 1210 вулакан шутланнă. Вĕсене пĕлтĕр 37939 кĕнекепе тата электронлă 4709 изданипе тивĕçтернĕ.
Ырă пулăм-ĕçсем татах та пур. Кунта ал ĕç ăстисен “Ытарай” кружокĕ (ертÿçи — С. М. Мефодьева) ăнăçлă ĕçленине палăртма кăмăллă. Кăçалтан вара çак енĕпех тата тепĕр кружок, район юбилейне халалланăскер тата “Фантази” ят хунăскер, уçăлнă. Вĕсене çÿрекенсем хушшинче ачасем те, çитĕннисем те, çемьесем те пур. Калăпăр, Максимовсем, Даниловсем тата Исаковсем занятисене çемьесемпех килеççĕ. Н. И. Иванова, Г. С. Николаева, О. Ф. Соколова, З. Г. Петрова, А. Г. Евгеньева, С. А. Никитина тата ыттисем те кружоксен ĕçне хапăл туса çÿреççĕ. Вĕсенче хăюсемпе тĕрлеме, хăюсенченех карçынккасем çыхма хăнăхаççĕ. Ал ĕç ăстисем валли мастер-классем те пулаççĕ. Н. И. Иванова, сăмахран, ыттисене хăюсенчен карçынкка çыхма, райцентрти “Звездочка” ача садĕнче воспитательте вăй хуракан Г. С. Николаева хăюпа тĕрлеме вĕрентнĕ. Хĕллехи каникул кунĕсенче, ав, занятисенче тăварлă чустаран теттесем тума хăнăхнă.
“Ытарай” кружок занятийĕсем халĕ эрнере икĕ хутчен те иртеççĕ. Унăн членĕсем çак кунсенче Çĕрпÿре пуш уйăхĕнче пулакан “Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче” зонăри уçă конкурс-фестивале хутшăнма хатĕрленеççĕ. Т. С. Смирнова методист каланă тăрăх, тĕрĕсен тĕслĕхĕсене кĕнекесенчен кăна мар, Интернет урлă та шыраса тупаççĕ.
Занятисене хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ З. Г. Петрова та пысăк хавхаланупа çÿрет. Зинаида Геннадьевна çирĕплетнĕ тăрăх, вĕсене Яманакран, Кĕçĕн Шетмĕрен тата Карайран та ал ĕç ăстисем килеççĕ. Светлана Матвеевна вара хăйсем Яманак, Пикшик тата Мăн Шетмĕ тăрăхĕсенче те мастер-классем йĕркеленине палăртрĕ. Хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ З. Г. Петрова кунпа пĕрлех канаш членĕсемпе “Район — архив докуменчĕсенче” тĕл пулу ирттернине, унта муниципаллă архив заведующийĕ Л. Ф. Илларионова архив докуменчĕсем пирки интереслĕ калаçу пуçарнине, района йĕркеленĕренпе 75 çул çитнĕ май çакнашкал тĕл пулусене шкул ачисемпе те ирттермеллине палăртрĕ. Ку сăмахсем çумне хушса калани те кирлех мар-тăр. Тĕрĕсех. Юбилейпа çыхăннă мероприятисем мĕн чухлĕ нумайрах — çавăн чухлĕ вырăнлăрах.