АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В. Алексеев

26 января 2010 г.

Яваплăх хамăртан килет

Мĕнле ăсатрăмăр-ха 2009 çула? Вăл районти ГИБДД ĕçченĕсемшĕн çăмăлах килмерĕ. Пĕлтĕр çул-йĕр çинче, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснине пула 20 авари пулнă, 8 çын вилнĕ, 25-ĕн аманнă. Унчченхи çул вара ку хисеп 18 аварипе, 5 çын вилнипе тата 27-ĕн сусăрланнипе танлашнă.

Аварисен сăлтавĕ, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнипе, сăмахран, хăвăртлăха ÿстернипе, çуран çÿрекенсем йĕркене пăснипе, хăш-пĕр водительсем çула правасăр тухнипе, ÿсĕрпе руль умне ларнипе тата водительсем хирĕç килекен çул çине тухнипе çыхăннă. Тĕслĕхрен, çÿлерех асăннă 20 аварирен 12-шĕ хăвăртлăха ÿстернипе, 4-шĕ çуран çÿрекенсем правилăсене пăхăнманнипе пулнă.

Иртнĕ çул республика пĕлтерĕшлĕ çул çинче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене 13 хутчен пăснă, вĕсенче 7 çын вилнĕ, 18-ăн аманнă. Район шайлĕ çул-йĕр çинче вара асăннă тапхăрта çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнман 7 тĕслĕх вырăн тупнă, 1 çынăн кун-çулĕ татăлнă, аварисенче 7 çын инкек тÿснĕ.

2009 çулта çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене куç кĕретех пăснă 3041 тĕслĕхе тупса палăртнă. Ку кăтарту малтанхи çул — 2061 тĕслĕх. Иртнĕ çул çул-йĕр çинче йĕркене пăснă тĕслĕхсем, унчченхи çулхипе илсен, 46 процент чухлĕ пысăкланнă. Е пĕлтĕр хăвăртлăха ÿстернĕ 1222 водителе явап тыттарнă. 2008 çулта çул-йĕр çинче хăвăртлăха пысăклатнă 646 водителе тытса чарнă, тивĕçлипе айăпланă.

Яланах водительсене сивлени вырăнсăр.Тепĕр тесен кунта çуран çÿрекенсем те ÿсĕрпе йĕркене пăснă е, культури çуккипе те тепĕр чухне çул урлă каçнă тĕслĕхсем вырăн тупаççĕ. Иртнĕ çул, акă, çуран çÿрекен 206 çын йĕркене пăснă. 2008 çулта ку цифра 162-пе танлашнă. Çуран çынсен те иртĕхмелле мар тесшĕн эпĕ. Водительсем хăрушсăрлăх пиçиххине çыхман тĕслĕхсем те чылай. Кун пекки пĕлтĕр 216 тата 2008 çулта 121 тĕслĕх пулнă. Çула ÿсĕр тухнă100 водителе тытса чарнă,протокол çырнă. Унсăр пуçне 157 материала суда ярса панă. Пĕлтĕр çулсем çинче йĕркене пăснăшăн ГИБДД инспекторĕсем 691950 тенкĕлĕх штраф хунă, вĕсенчен 628035 тенкине шыраса илнĕ. Асăннă тапхăрта çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнман должноçри 23 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Районти ГИБДД инспекторĕсем хутшăннипе 9 преступление уçса панă.

Эпир çул-йĕр хăрушсăрлăхне пропагандăлассине пысăк вырăна хуратпăр. Кунта, паллах, журналистсен тÿпи те пур. Иртнĕ çул асăннă ыйтупа райхаçатра 23 материал пичетленĕ, шкулсенче 30 хутчен тухса калаçнă.

2010 çулта пирĕн инспекторсен тĕллевĕ çапла: çуран çÿрекенсем, ÿсĕрпе е хăрушсăрлăх пиçиххийĕ çыхман, хăвăртлăха ÿстернĕ, водитель удостоверенийĕ пĕрле илмен тата ытти правилăсене пăснă тĕслĕхсем сахалтарах пулинччĕ. Эпир çынсен пурнăçне, сывлăхне упрассипе ĕçлетпĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика