26 января 2010 г.
“Ял пурнăçĕ” хаçат редакцине 2010 çулхи çĕнĕ ĕçлĕ кун — январĕн 11-мĕшĕнче пирĕн ялсенчи обществăлла корреспондентсенчен умлă-хыçлах тĕрлĕ темăпа çырнă материалсем килчĕç.
Пĕрремĕш çыру авторĕ Янкасра пурăнакан хастар çыравçă Николай Ершов пулчĕ. Вăл иртнĕ çул та редакци ирттернĕ конкурса активлă хутшăннăччĕ, тав сăмахне тивĕçнĕччĕ.
Хальхинче Николай Гаврилович хамăр район 75 çул тултарнă тĕле “Пĕчĕк ялăн пысăк çыннисем” ярăмри “Пурнăç пусми” очеркра Чаканар ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускав тăрăхĕнче пурăнакан мухтавлă ентеш — Яков Феофанович Васильев милици полковникĕн кун-çулне сăнласа панă.
Çавăн пекех автор çĕнĕ сăвă та илсе килнĕ. Ăна Кÿлхĕрри Карайри пултаруллă механизатора — районти малта пыракан Михаил Петрович Петров комбайнера халалланă.