26 января 2010 г.
Урамра шартлама сивĕ тăрать. Çавна май хуçасăр йытăсем кĕтĕвĕпех çимелли шыраса çÿп-çап тăкакан вырăнсене пуçтарăнаççĕ.
Çÿп-çап тăкмалли ещĕксем пурăнмалли çуртсем çывăхĕнче вырнаçнă-çке. Апла пулсан йыттисем ачасем умне çеç мар, çитĕннисем умне те чылай чăрмав кăларса тăратаççĕ. Вĕсен умĕнчен хăрамасăр иртсе кайма та май çук. Кун пирки çынсем темшĕн ял администрацине мар, редакцине шăнкăравлаççĕ. Хĕл кунĕнче ачасен йĕлтĕрпе, конькипе ярăнас килет. Вĕсене вара килтен пĕччен кăларса яма та хăрамалла. Районта йыттисем чăнах та нумайланса кайрĕç. Красноармейски ял тăрăхĕ кун пирки мĕн шутлать-ши?