26 января 2010 г.
Аслă вожатăйсене канашлăвĕ
Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн никĕсĕ çинче районти шкулсенчи аслă вожатăйсен семинарĕ пулса иртнĕ.
Унăн теми: “Урок тулашĕнчи мелсемпе вĕренекенсен пуçарулăхĕпе творчествине аталантарасси”.
Семинара пухăннисем умĕнче Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнчи Д. Ефимова аслă вожатăй “Творчество ирĕклĕхне мĕн чăрмантарать?” темăпа педагогика мастерскойне ирттернĕ. Унта районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн методисчĕ И. Петрова отчетсем, справкăсемпе информацисем хатĕрлес ыйтупа тухса калаçнă.
Юлашкинчен семинарта “Хĕл Мучи мастерскойĕн Çĕнĕ çулти чи лайăх тетти” районти конкурсра çĕнтернисене чысланă.