26 января 2010 г.
Январĕн 22-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче Н. Янкас пĕрлĕх правленийĕн кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ пулнă.
Унта правлени членĕсем: В. Михайлов, Н. Никоноров, С. Гурьева, В. Константинов, Г. Ефимов, Л. Антонов, Н. Ершов хутшăннă.
Кун йĕркинче Н. Янкас пĕрлĕхне йĕркеленĕренпе 20 çул тултарнине тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илес ыйтăва пăхса тухнă. Уява кăçалхи февралĕн 25-мĕшĕнче, кĕçнерни кун, районти халăх пултарулăх çуртĕнче ирттерме палăртнă.
Ларура çавăн пекех пĕрлĕх правленийĕн 2010 çулхи ĕç планне çирĕплетнĕ.