26 января 2010 г.
Финанс кризисĕ чылай ĕç паракансене “тĕксĕм” ĕç укçи (конверт ăшне хурса паракан укçа, страховой преми, тата ытти те — налук хунă чух вĕсене шута илеймеççĕ) парас схема çине куçма хистерĕ. Ку схема организацисене бюджета пĕрлĕхлĕ социаллă тата çынсен тупăшĕ çине хуракан налуксемпе пенси взносĕнчен илекен тÿлевсенчен тарма май парать. Çапла ĕç паракан патшалăха улталать çеç мар, сотрудниксене социаллă ыйтупа тивĕçтерессине те япăхлатать.
Кашни налук инспекцийĕ çумĕнче тенĕ пекех ĕç укçи енĕпе ĕçлекен комиссисем пур. Вĕсем налук тÿлессинчен пăрăнакан организацисене тупса палăртаççĕ.
Ĕç паракан çак комисси ыйтнисене пурнăçлама килĕшмесен налук органĕсем вырăна тухса налук тĕрĕслевĕ ирттерме, ку предприятине йĕркеллĕ мар (недобросовестный) организаци шутне кĕртме, вырăнти влаçран ку организаци тĕлĕшпе аренда тÿлевĕн ставкине ÿстерме тата ытти те ыйтма пултараççĕ.
Асăннă комисси çÿлерех асăннă организаци пирки тивĕçлĕ ведомствăсене — прокуратурăпа шалти ĕçсен пайне, Роструда — пĕлтерме пултарать. Ку ĕç вара ырăпа вĕçленмĕ.