26 января 2010 г.
И. Н. Никифоров хăйĕн ĕçĕнче малта пыракан педагогсен творчествине пысăка хурса хакланă. Унăн “Малалла чуп” девизĕ çĕннине, паянхи кунпа çывăххине, кĕтменнине тупма май панă. “Кăмăлта поэт пулмасăр математик пулаймастăн” — Софья Ковалевскаян çак сăмахĕсем яланах математика кабинетĕнче пулнă паллă ĕçтешĕмĕрĕн. Унăн кашни урокĕ — “кăмăл-сипет зарячĕ, çĕннине пĕлесси, хăвна хăв парăнтарасси”. И. Никифоров анлă тавра курăмлă пулнă, вăл хăйĕн предметне питĕ аван пĕлнĕ тата туллин юратнă, вĕренекенсене хисепленĕ. Унăн нумай вĕренекенĕсем учительтен ырă тĕслĕх илнĕ, хăйсен пурнăçне математикăпа çыхăнтарнă.
Унпа пĕрле алла-аллăн мăшăрĕ — Серафима Павловна Разумова — тăрăшать. Ăна чыслă ĕçшĕн РСФСР Вĕрентÿ министерствин хисеп грамотипе, “Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ” паллăпа чыслаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн ĕçне хĕрĕсем — Алевтина Ивановна Уткина тата Раиса Ивановна Коржаева малалла тăсаççĕ. Вĕсене иккĕшне те кăкăр çине çакмалли “РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Вĕсем Шупашкарти шкулсенче математика предметне вĕрентнĕ.
И. Н. Никифоров 2003 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче вилнĕ.
Ентешĕсем И. Никифорова пĕртте манмаççĕ, тăтăшах аса илеççĕ. Вăл çуралнă куна халалласа шкулсенче интереслĕ мероприятисем иртеççĕ.