22 января 2010 г.

Январĕн 19-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн акт залĕнче милици ĕçченĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Унта вĕсем пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ, кăçалхи умри тĕллевсене палăртнă.
Ку ыйтупа канашлура районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ, милици майорĕ Павел Андреев тухса калаçнă.
Павел Геннадьевич пухăннисем умĕнче ЧР Шалти ĕçсен министерстви массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хушшинче 2009 çулта ирттернĕ конкурсĕн кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетнĕ. Унта иртнĕ çулта та, унчченхинче те райхаçат редакцийĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пайĕн редакторĕ Г. Л. Ефимов-Тусли хутшăннă. 2009 çулта журналист асăннă конкурсра “Характерлă хĕрарăм” номинацире çĕнтернĕ, хаклă парнепе диплома тивĕçнĕ.