22 января 2010 г.
Кăçалхи январĕн 16-мĕшĕнче 6 сехет те 05 минутра Красноармейскинчи Г. Степанов урамĕнчи 10-мĕш çуртри 5-мĕш хваттерте вут-кăвар алхаснă.
Вут-çулăмра 1954 çулта çуралнă В.Васильев тата 1949 çулта çуралнă Ю. С. Арсентьев вилнĕ. Тата вырăн хатĕрĕсем çуннă, урай 1,5 тăваткал метр чухлĕ сиенленнĕ.
Вут-кăвар В. Васильев пирус туртнине тата ĕçкĕ-çикĕне пула тухнă.