АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Архивсен ĕçĕ-хĕлĕ

22 января 2010 г.

 

Паян редакци хăни — “Чăваш Республикин хальхи патшалăх архивĕ” республикăри патшалăх учрежденийĕн ертÿçи Л. В. Устимова. Калаçу пирĕн Чăваш Республикинчи архив фончĕн кирлĕ хучĕсене комплектласа упрасси тавра пычĕ.

— Людмила Васильевна, мĕн вăл архив?

— Архив вăл, сăнарлăрах каласан — "истори пуянлăхĕ". Шăп та лăп архивра упранаççĕ те пулса иртнĕ хыпарсемпе улшăнусем çинчен çирĕплетекен свидетельствăсем. Чăваш Республикин архив системинче халĕ патшалăхăн 4 тата муниципаллă 25 архив.

— Паянхи кунпа çыхăннă ыйту вăл — 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçланнă пенсин валоризацийĕ. Эпĕ ăнланнă тăрăх, пенси виçине ÿстерес тĕллевпе çул архивсемпе çыхăннă пулас?

— Пенсин виçине шутлаттарас тĕллевпе архивран пурне те пулăшу кирлĕ пулмасть. Мĕншĕн тесен хăшне-пĕрне пенси виçине тÿрремĕнех (автоматически) шутласа параççĕ. Çапах та эсир тĕрĕс шутлатăр. Пирĕнтен айккипе иртсе каймасть вăл, мĕншĕн тесен ĕç стажĕ тата ĕç укçи пирки çирĕплетекен документсем пирĕн патра упранаççĕ. Çавăнпа та чылайăшĕ пирĕн ĕçченсемпе çыхăнса ĕçлеççĕ.

— “Уйрăм çыннăн докуменчĕсем” мĕнлерех хутсем-ши вĕсем?

— Çак документсем ĕçченĕн ертÿçĕсемпе ĕçри çыхăнăвĕсене сăнлаççĕ: ĕçе илни, пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе куçни, ĕçрен пăрахса кайни çинчен калакан хушусем; ĕçлекенĕн хăй ĕçĕн хучĕ; ĕçрен кайнă сотрудниксен уйрăм карточкисем; ĕç укçи шутланă уйрăм документсем. Тепĕр майлă каласан, ку хутсем çын учрежденире, организацире, предприятире ĕçленине çирĕплетсе параççĕ. Çавăнпа та çак хутсене епле упранинчен стаж çулĕсене çирĕплетме май пуррипе çуккине, ĕç укçин виçине, çăмăллăхсем илме май панине пĕлетĕн.

— Эпĕ сире тĕрĕсех ăнлантăм-ши? Архив ĕçченĕсем çынсене стаж тата çăмăллăх илес пирки панă ыйтусем çине яланах кĕтекен тулли хурав параймаççĕ.

— Çапла, паянхи кун ĕç-пуç çапла тухса тăрать: пĕтернĕ организацисен пур докуменчĕ те архив учрежденийĕсене çитмест. Эпĕ тепĕр хут чарăнса тăратăп, сăмах пĕтнĕ организацисен докуменчĕсем пирки пырать. Çакă питĕ кирлĕ самант. Енчен те организацин правопреемник пур пулсан, çак тивĕçе ăна параççĕ. Архивсене вара правопреемник çук, пĕтернĕ организацисен докуменчĕсем пырса кĕреççĕ. Çавна май документсене упрас ĕçре чăрмавсем тухса тăраççĕ. Çакна палăртмалла, чылай организацисене пĕтернĕ хыççăн яваплă çынсем документсене архивсене çитермен. Шел пулин те, 2008 çулхи декабрь уйăхĕнчен çеç çак ĕçе конкурсри управляющисене шанса панă. Укçа-тенкĕпе çыхăннă пирки çак тивĕçпе пурте усă курайман.

— Ку ĕçре конкурсри управляющи кăна мар, организаци ертÿçи те тÿрремĕнех явап тытать пулĕ?

— Федераллă саккун статйипе килĕшÿллĕн, Раççей Федерацийĕнчи архив ĕçĕ çинчен калакан саккуна пăснăшăн организаци ертÿçи явап тытма тивĕç. Çакна шанса тăратăп, ĕçе пурте пĕрле туса пырсан çеç ырă улшăнусем пулмалла. Ĕçлекенĕн хăйĕн те тимлĕ пулмалла. Мĕншĕн тесен хушусене тата ĕç кĕнекинче тĕрĕс çырнинчен, бухгалтер хучĕсене йĕркеллĕ туса пынинчен пулас пенсин виçи килет.

— Тавтапуç, Людмила Васильевна, пирĕнпе курса калаçнăшăн, ыйтусем çине тулли хурав панăшăн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика