АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тоня

22 января 2010 г.

 

Эп ун чухне пурнăçа хаçатпа çыхăнтарнăччĕ. Редакци хушнипе час-часах ялсене кайса çÿреттĕм. Тĕрлĕ çынсемпе курса калаçаттăм, паллашаттăм. Тоньăпа та çаплах пулса тухрĕ. Чечеклĕ платье тăхăннă, тулли кăкăрĕсем çине уртса янă хулăн çивĕтлĕ хĕр манăн асра яланлăхах юлнă.

Иртсе кайнă яш ĕмĕрĕ выртса макăрсан та çук, теççĕ. Ни унăн çепĕç тутисене ăшă сăмахсем каласа ачаш çил пек сĕртĕнеймерĕм, ни… Шухăшласассăн, чăнах та, шел.

Вăл кун Тоня патне çутă шухăшсене каласа парас тесех кайрăм. Ăна вăрăм каччăпа чуп туса тăнине куртăм та…

Анчахрах Тоньăпа пĕр çĕрте ĕçленĕ ентеше куртăм. Калаçса кайрăмăр. Вăл Тоньăна темиçе хутчен те аса илчĕ. Манăн чĕре пĕçерсе хăй пуррине систерчĕ. Пытанса юлнă хĕрÿ туйăм пырса сĕртĕнчĕ-ши?

Виçĕм кун радиопа “Встреча с песней” передачăна итлерĕм. Пĕр юрăра “Прощай, Антонина Петровна — неспетая песня моя” — тени пур. Эпĕ те, ассăн сывласа: “Сывă пул, манăн юрламан юррăм — Тоня!” — терĕм.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика