22 января 2010 г.
Чăваш Республикин Патшалăх технадзор инспекцийĕн ертÿçи В. Димитриев 2010 çулхи январĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 5-мĕшĕччен республика территорийĕнче “Ферма” асăрхаттаруллă операци иртесси çинчен пĕлтерчĕ.
Унăн тĕллевĕ — тракторсемпе вĕсен прицепĕсене тата выльăх-чĕрлĕх фермисенче усă куракан машинăсене хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх фермисем таврашĕнче çÿретнĕ чухне çул-йĕрпе техника хăрушсăрлăхĕ, ĕç тата тăван тавралăх сыхлавĕсем ыйтнине мĕнле пăхăннине тĕрĕслесси.
Асăннă тапхăрта районăн патшалăх технадзор инспецийĕ кашни выльăх-чĕрлĕх фермине çитсе курĕ, ферма таврашĕпе ытти çулсем çинче, витесенче шалта усă куракан техникăна тишкерĕ. Техникăпа мĕнлерех усă курнипе интересленĕ, вĕсене регистрацилес тата техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларас ĕç еплерех пынипе кăсăкланĕ.