22 января 2010 г.
Марфа аппа пур ĕçе те вăхăтра туса пыраканччĕ. Малтанах тĕплĕн шухăшлать вăл: мĕнрен, епле пуçламалла, мĕнлерех вĕçлемелле.
Çĕнĕ çул килесси кинемин шухăшĕсене, ĕмĕт-туйăмĕсене тĕпренех улăштарса, пăтратса ячĕ. Ара, ват çын ватах ĕнтĕ вăл. Паян вара, Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче, çакна хăй те туйрĕ. “Мана та хуса çитрĕ-няк ватлăх тени!” — шухăш çаврăнчĕ унăн пуçĕнче.
Саначкă пиркиех ара: епле кĕтсе илĕн кун пек уява сыпмаллисĕр. Пĕччен пурăнсан та тымар янă йăлана тăруках пăрахма çук вĕт. Уйăх каяллах хатĕрлесе хунăччĕ вăл тутлă та хăватлă шĕвеке. Ма çынран юлас? Хĕл Мучи çилленĕ тата.
Шаккать, шаккать сехечĕ Марфан. Акă, кивĕ çулăн вĕçĕ çитсе те пырать. Президент экран çине салам сăмахĕ калама та тухрĕ ĕнтĕ. “Ах, мур илесшĕ, ăçта лартса янăччĕ вара эп стакан тĕпне ямаллине?” — мăкăртатса кускалать хваттерĕн калăпăшне виçнĕ евĕр ватă кинеми. Кашни шăтăка, кĕтесе уçса-кĕрсе тухрĕ, “Ах, ах!” текелесе. Çук та çук лешĕ, ал айне пулмасть ниепле те.
Сăмахне вĕçлерĕ президент. Кинемин пуçне пĕр сăмахĕ те кĕмерĕ. Вутпа çуннăн хашкать кăна Марфа аппа унталла-кунталла сăнаса. Сĕтелли туллин йăтăнса тăрать-ха ун. Чи кирли вара çук та çук. “Пуррине пĕлсех типпĕн кĕтсе илĕп-ши вара Çĕнĕ çула?” — текелесе кумать урай тăрăх. “Пылак шыв сыпас хăть,” — шухăшласа илчĕ те кинеми, холодильник алăкне яриех уçса ячĕ. “А-а! Вăт ăçта пытанса ларнă эсĕ, эсремет, вут хыптармăш! Вăй вылясшăн-и манпа? Çиччас сана, çиччас…” — терĕ те, пуйăс çине васканă евĕр хăвăртлăхпа стаканне саначкипе тултарчĕ.
“Тин-тин, тин-тин!” — янăрать телевизор экранĕ. “Ух, ĕлкĕртĕм çапах, эпĕ те этемлĕхпе пĕрлех кĕтсе илтĕм Çĕнĕ çула,” — лаштах ларчĕ пуканĕ çине кинеми стаканне пушатсан.