АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăхра — иккĕнех

22 января 2010 г.

 

Юлашки çулсенче районта вăрçă ветеранĕсен хисепĕ çав тери чакса кайрĕ. Пикшик ял тăрăхĕн территорийĕнче вĕсем 4-ăн çеç тăрса юлнă. Вĕсенчен виççĕшĕ Пикшикре пурăнаççĕ. Пирĕн корреспондент кунти Александр Семенов ветеранпа тĕл пулса калаçнă.

Вăрçă пуçланнă куна Александр Семенович паянхи пекех лайăх астăвать. Ку хыпара вăл поезд çинче илтнĕ.

— 1941 çулхи июнĕн пĕр кунĕнче пире ФЗО йĕркипе Инçет Хĕвелтухăçне илсе кайрĕç. Эшелонта Чăваш Енрен çеç 650 ытла ачаччĕ. Благовещенск хулине çитеспе радиопа Гитлер Совет Союзĕ çине сĕмсĕррĕн тапăнни çинчен пĕлтерчĕç. Тăрук пурне те тунсăх пусса илчĕ, — аса илет халĕ çав куна А. Семенов. — Пĕрле кайнисенчен халĕ пĕри те юлман пулĕ. Андрей Петрович, вăл пирĕн районта парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче те ĕçлерĕ, Кăлава каччи Наум Григорьевич çĕре кĕни темиçе çул та иртрĕ ĕнтĕ. Çĕньял Карайран Миша Прокопьев пурччĕ. Вăл пурăнать-и? — ман çине ыйтуллăн пăхрĕ ватă. — Унпа эпир пĕр цехра ĕçленĕ…

— Пурăнать. Анчах тухса çÿреймест тесе калаççĕ, — тетĕп ăна.

— Шел, лайăх çын вăл. Нушине те сахал мар курнă, — ассăн сывласа илчĕ Александр Семенович.

Амур çинчи Комсомольск хулинче хурçă шăратма вĕрентнĕ яшсене. Тĕрлĕ хĕç пăшал валли броня тума листасем кăларнă вĕсем. Хурçă шăратаканăн пулăшаканĕ пулса виçĕ çул тăрăшнă А. Семенов. Кун хыççăн Пикшик каччин салтак ячĕ тухнă. Пĕр вăхăт Ульяновскра вĕренсен, Анат Тагилта запас танк полкĕнче тăнă. Каярахпа Чехословаки хулисене нимĕçсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. Пĕр çапăçура хăюлăх кăтартнăшăн “За отвагу” медале тивĕçет.

— Аслă Çĕнтерÿ кунне ăçта кĕтсе илтĕр-ха Эсир? — тесе ыйтсан, А. Семенов хăй çав вăхăтра госпитальте сипленни çинчен пĕлтерчĕ. Унтанах Пикшик каччине, йывăр чире пула запаса кăларса, киле янă-мĕн.

Тăван тăрăха таврăнсан, ĕнерхи салтак малтанах — Çĕньялти кустпромра, унтан районти финанс пайĕнче пĕр вăхăт тăрăшнă. Каярахпа яла таврăннă, 16 çул бригадăна ертсе пынă, ытти тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă.

Александр Семенович Тамара Кузьминичнапа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ. Вĕсем 4 ача: виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ. Хĕрĕсем пурте тĕнчери чи мирлĕ профессие суйласа илнĕ. Лена — Сочири пĕр санаторире врач-терапевтра, Дуся — Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ, Полина ача-пăча поликлиникинче медсестрара вăй хураççĕ. Толя — строитель. Халĕ Сочире олимпиада обăекчĕсене çĕкленĕ çĕрте тăрăшать.

Тамара Кузьминична хăй кун-çулне выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе çыхăнтарнă, ĕмĕрĕпех пăрусем пăхнă. Хальхи вăхăтра ура ыратнипе питĕ аптăрать. Тăтăшах резина атăпа çÿрени, ара, мĕн тăвать?

— Ура ыратать, — ÿпкелешет Тамара Кузьминична, туя пулăшнипе урине ерипен куçарса пынă май.

— Вăл лашапа çÿрет-ха, — тăрăхлама пăхать Александр Семенович.

— Лаши алăран каймасть ĕнтĕ вăл, — пăшăрханчăклăн килĕшет мăшăрĕ.

Паян килте иккĕшех пурăнаççĕ вĕсем. Ачисемпе мăнукĕсем килкелесе çÿреççĕ-ха ашшĕ-амăшĕ патне, кучченеçсем илсе килеççĕ. Эпĕ унта пулнă кун та кĕçĕн хĕрĕ — Полина — ачисемпе — Сашăпа тата Лешăпа — хуларан килсе çитнĕччĕ.

Пÿрт-çурчĕ тăн-тăн Семеновсен. Унта ăшă та типтерлĕ. Ватлăх хăй ĕçне тăвать пулин те, чунпа хуçăлмаççĕ вĕсем, килти хуçалăхра выльăхсем усрама та вăй çитереççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика