22 января 2010 г.
Пĕчĕк Супарта пурăнакан Галина Викторова район хаçачĕпе тахçантанпах туслă. Вăл — ĕç ветеранĕ. Çулĕпе сакăр теçетке çинче пулнине пăхмасăр тăван районти мĕн пур хыпарсемпе интересленсех тăрать.
— “Ял пурнăçĕ” хаçатсăр эпĕ пурăнма пултараймастăп, — тет Галина Павловна. — Район хыпарçине хам качча тухнă тапхăртанпах (50 çул ытла) çырăнса илетпĕр. Вăл районти мĕн пур çĕнĕлĕхсене пĕлсе тăма пулăшать. Кунтах эпир паллă çынсем, нумай çул çумма-çуммăн юнашар тăрса вăй хунă ентешсем çинчен çырнă тĕрленчĕксене вулатпăр. Уйрăмах Георгий Тусли çырнă материалсемпе паллашмашкăн интереслĕ.
Галина Викторова мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех “Прогресс” колхозра тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă. Ялан ырă ята тивĕçнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçрен ютшăнман. Вăл халĕ те хастар. Пĕр кун та ĕçсĕр лармасть. Ял çыннисем те, кÿршисем те хисеплеççĕ ăна. Галина Павловна пек çынсем пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ те.
Упăшки — Павел Викторов — ялта ятлă-сумлă çынсенчен пĕри пулнă. Вăл хуçалăхри тĕрлĕрен ĕçсенче вăй хунă. Шел пулин те, вăхăтсăр уйăрăлса кайрĕ.
Г. Викторова икĕ ывăл та пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Вĕсен тăхăр ачипе — мăнукĕсемпе савăнмаллипех савăнать. Кил-хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытать.
— Çынна чун-чĕре валли мĕн те пулин кирлĕ. Чун-чĕре киленĕвĕ вара — хаçат вуланинче, — тет ватă. — “Ял пурнăçĕ” интереслĕ те лайăх вуланать…
Район хыпарçин тус-юлташĕсене ÿстерсе пыма сĕнет вăл. Журналистсене ырă пил сунать.
— 2010 çулхи пĕрремĕш çур çул валли Супарта хăй çемйипе пурăнакан хĕрĕме — Альбинăна — пилĕк ача амăшне район хаçатне çырăнса патăм эпĕ, — сывпуллашнă май хăй шухăшне пĕлтерчĕ Г. Викторова.