19 января 2010 г.
Кĕçĕн Шетмĕри шкулта иртнĕ вырăс чĕлхипе литература эрни тĕрлĕрен кăсăклă ĕçсемпе пуян пулчĕ.
Акă, “Занимательная грамматика” кружок членĕсем “Сăмах тĕнчинче” стена хаçачĕ кăларчĕç. Ăна ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ, ачасем хăйсен калавĕсемпе, сăввисемпе пуянлатнă. “Манăн юратнă” литература произведенийĕ ÿкерчĕксен конкурсне кашниех активлă хутшăнчĕ. И. Муравьева (5 кл.), М. Муравьев (6 кл.), А. Яковлев (7 кл.), А. Соколова (8 кл.), Т. Васильева (9 кл.) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
“Эсир вырăс чĕлхине пĕлетĕр-и?” викторинăра И. Ришко (5 кл.), А. Павлова (8 кл.) активлисем.
“Русский медвежонок” тата “Русское слово” командăсенчен КВНра (46 очко) “Русское слово” парăнтарчĕ.