АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Витачай” пĕрлешÿ çинчен

19 января 2010 г.

 

Федераллă службăн çынсен потребительсен правипе интересĕсене хÿтĕлекен надзорĕ Роспотребнадзорăн Хабаровск крайĕнчи Управленийĕн информацийĕ тăрăх çакна пĕлтерет.

Хабаровск хулинчи аптека пунктĕнче юнри сахăр хисепне чакарас тĕлĕшпе 19-мĕш номерлĕ курăк чейне сутнине тупса палăртнă. Ăна “Витачай” пĕрлешÿ “Регионти Фиточаев Центр” пĕрлешÿ заказĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланă. Продукцие Тверь хулинчи Коминтерн урамĕнчи 83 а çуртра хатĕрленĕ. Анчах та вăл СанПин ыйтăвĕсене тивĕçтереймест. Ăна 1,5 грамм кĕрекен фильтр-пакетсемпе пачкăласа, 20 шер штукăн, картун курупкăна хунă. Курупка çинче19-мĕш номерлĕ чейпе усă курас, инсулина, сахăр диабетне пĕтерес, юн çаврăнăшне лайăхлатас, тĕрлĕ чирсен аталанăвне асăрхаттарас тĕлĕшпе кăтартусем панă. Унта асăннă тавара туса кăлараканăн адресне кăтартнă: Тверь хули, Коминтерн урамĕ, 83 а çурт. Шел пулин те, продукцие ăçта хатĕрлени тата пакетлани паллă мар.

Асăннă продукцие çак документсем тăрăх вырăна çитернĕ:

— Курăк чейĕн пахалăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ çинчен çирĕплетекен удостворени, ăна 2009 çулхи июнь уйăхĕнче панă.

Çакна шута илсе, çынсен потребительсен прависене хÿтĕлекен Федераллă службăн 2007 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнчи 224-мĕш Приказĕнче, асăннă требованисене пăхăнманнине палăртнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика