19 января 2010 г.
Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче Трак енре Раççейри творчество учителĕсен Ассоциаци Канашĕн членĕ тата Тюмень хулинчи Центральнăй район администрацийĕн обществăлла майпа çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен президиумĕн председателĕн çумĕ М. В. Байкалова пулчĕ.
Сăлтавĕ те çук мар. Пирĕн тăрăх ăна уйрăмах Çĕньял Чуракассинче çуралнă, виçĕ çула яхăн Тюмень чăвашĕсем патĕнче чăвашсен культурине аталантарассипе тивĕçлĕ тÿпе хывнă, халь районти искусство шкулĕн директорĕнче вăй хуракан Николай Никоноровпа çывăх.
Мария Владимировна кунта кĕске вăхăтлăха пулнă чух культура ĕçченĕсемпе тата Трак гимназийĕнчи вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ. Хăй Тюмень хулинче темиçе çул ĕнтĕ çут çанталăка сыхлас енĕпе “Çут çанталăк — çын, культура” программăн ертÿçи пулнă май унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕ, ыйтусене хуравларĕ.
Эпĕ те хаклă хăнапа курнăçрăм, ăна темиçе ыйту çине хуравлама ыйтрăм.
— Мария Владимировна, эсир чăвашрах çуралнă-и? Чăвашла питĕ таса калаçатăр вĕт?
— Паллаштарам. Манăн çуралнă кĕтес Тутар Республикипе çыхăннă. Çĕпрел районĕ тенине илтнĕ пуль? Çăлтăр ял тăрăхĕ çавăнта кĕрет.
1960 çулта вара çемйипех Тюмень облаçĕнчи Ярковски районне куçса килтĕмĕр. Ун чухне эпĕ тăхăр çулхи ача пулнă. Аттепе анне чăвашсемех.
— Сирĕн чун-чĕре туйăмĕнче чăвашлăхшăн çунни куç кĕретех. Эсир чăваш сывлăшĕпе сывлатăр тата хамăр нацие аталантарассишĕн çине тăратăр.
— Ку тĕрĕсех. Кашни çын тăван чĕлхепе калаçни маншăн ăшă хумпа хавхаланнипе пĕрех. Çавăнта пурнăç, вăй-хал, малашлăх вăй илсе пыни палăрать те. Эпĕ ку тĕлĕшпе чăвашсене çутта кăлараканĕпе, вĕрентекенĕпе — Иван Яковлевич Яковлевпа чăннипех те мухтанатăп. Унпа ăмсанатăп та. Чăннипех те, унăн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр сÿнми, вилĕмсĕр-çке. Вăл чăваш çырулăхне ура çине тăратассишĕн, Чĕмпĕрте чăваш шкулне уçассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Мана тата чăвашлăха аталантарас çĕрте иксĕлми тÿпе хывнăшăн И. Яковлев медалĕпе те чысланă.
Чăвашсен йышĕнче паллă та хаклă çынна — Геннадий Волков академике çав тери хисеплетĕп эпĕ. “Çын çук пулсан, ниçта та пуласлăх çук… Тăван чĕлхерен хакли ниçта та урăх çук”, – тет вăл.
— Эсир “Çут çанталăк — çын, культура” программăн ертÿçи пулнă май, палăртнă ĕçе шкул ачисем хушшинче те пурнăçлатăр ĕнтĕ?
— Урал тăрăхĕнчи Çĕпĕрте — Тюмень облаçĕнче 30 пине яхăн чăваш пурăнать. 125 наци çынни килсе вырнаçнă çакăнта. Тюмень хулинче тăватă пине яхăн чăваш. Сăмах май каласан, асăннă тăрăхра 1992 çулта чăвашсен “Тăван” пĕрлешĕвĕ чăмăртаннă.
“Тăван” пĕрлешÿ облаçри чăвашсен чĕлхипе культурине тата йăла-йĕркине аталантарассипе, çакăнта çамрăксене хăй тавра пĕтĕçтерессипе сумлă йĕр хывать. Пирĕн пысăках мар йыш та, хамăр программăпа килĕшÿллĕн, ку тĕлĕшпе ĕç коллективĕсенче, гимназисенче, шкулсенче пулса хăйĕн тÿпине хывать. Кунта уйрăмах живопись урокĕсем ирттересси, живопись произведенийĕсен куравĕсене йĕркелесси йăлара. Эпир çитĕнекен, пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекен ăрăва тăван тавралăхăн илемлĕхне, хитрелĕхне, черченлĕхне сăнарлă танлаштарупа кăтартма хăнăхтаратпăр. Çитĕннисем хушшинче тата творчествăлла пултарулăха вăй илтерессипе “Сюрприз” ансамбль йĕркелени те чăвашлăха манманнипе çыхăннă. Ушкăн час-часах сцена çине тухать, хăйĕн юрри-ташшипе савăнăç кÿрет.
— 2010 çулхи ĕмĕт-тĕллевсемпе паллаштармăр-ши?
— Чи малтанах, мĕн пытармалли, пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче 60 çул тултаратăп. Юбилее парне пултăр тесе сăвăсем çырма тытăнтăм. Сăввисене малтанах çырнă-ха. Вĕсем ытларах юратупа туслăх темисемпе… Культурăпа çыхăннисем те пур. “Çынсен сăввисене вуласа çитет сире”, — тесе асăрхаттарчĕç те çынсем, çĕнĕ вăй-хал хускалчĕ.
— Сăвă кĕнеки ячĕ пирки асăнмăр-ши?
— “Байкал кÿлли” тесшĕн эпĕ. Хамăн та хушамат çапларах пулнă та… Тата Байкал кÿллине çав тери ытараймастăп. Кĕнекере çемьесем тавра ытарлăн калакан йĕркесем те пулĕç. Çемье вăл — сăваплă ĕç, пурнăç тыткăчи тата малашлăхĕ. Ырă та сăваплă çемьесен йышĕнче чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлев çемйине мала хуратăп. 2008 çулта вăл çуралнăранпа 160 çул тултарнине уявлама Чĕмпĕре те çитсе курнăччĕ.
— Калаçушăн, тавах…
— Хăвăра та ырлăх-сывлăх сунатăп.