АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах, Марье кинемей...

19 января 2010 г.

 

Кушкăра ăна кашниех хисеплет. Пуриншĕн те ватă чун ăшшипе, кăмăл уççипе палăрать-çке. Хăйĕн вашаватлăхĕ кăна-и, пĕлтĕрхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче тата сакăр вуннă тултарнипе те асра юлать ватă.

Ĕçченлĕхĕпе те ырă ятлă ялта Марье кинемей. Хут çинче ăна Мария Герасимовна Галкина пулнипе пĕлеççĕ. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ унăн Сурăмхĕрри Карай ялĕпе çыхăннă. Çемьере пилĕк ача çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ — Герасим Евдокимовичпа Мария Герасимовна — иккĕшĕ те колхозра вăй хунă. Марье çамрăклах фермăра ĕнесем сунă. Кушкă каччипе паллашни пурнăçа улăштарнă. Валерий Маркиянова качча тухнă. Унпа хĕр тата ывăл: Тоньăпа Кольăна çуратнă. Ялти сĕт-çу ферминче ĕçленĕ М. Галкина.

Мăшăрĕпе иккĕшĕ тата ял-йыш пулăшнипе çĕнĕ пÿрт-çурта пурăнма куçаççĕ. Мăшăрĕ ăста платник пулнипе палăрнă ялта. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулнă çав В. Маркияновăн. М. Галкинан ывăлĕ те вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

— Кушкăна качча тухсан виçĕ виле пытармалла пулчĕ. Халь Шупашкарта пурăнакан Тоня хĕрĕмпе Коля кĕрÿ килсе çÿреççĕ яла. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр вĕсен. Спаççипах пурне те. Анкартинче пахча çимĕç акса-лартса ÿстерме пулăшаççĕ мана. Курăк çулса типĕтеççĕ, — тет ватă. — Тавах манманшăн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика