19 января 2010 г.
Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн территорийĕнчи граждансен ыйтăвĕсене татса парассишĕн тăрăшать. Ешкилт ялĕнче çĕнĕ урам куç умĕнчех ÿсет. Кунта çулсерен çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ.
Хальлĕхе кунта электричество çук. Çавна шута илсе, геодезистсем электролини хывма топосăемка туса ирттерчĕç. Кун валли 70 пин тенкĕ укçа тăкакланă.
Кĕçĕн Шетмĕре чиркÿпе çыхăну уйрăмĕ хушшинче кану центрĕ йĕркелесшĕн. Унсăрăн кунта ниçта та ларса канмалли ятарлă вырăн çук. Пулас кану кĕтесĕ тавра карта тытса çавăрма юпасем лартса тухнă. Хамăр ĕçченсемпе тата çамрăксемпе вăрмана кайса, юпалăх юмансем касса килтĕмĕр. Çак кĕтесе йĕркелени — пирĕншĕн пысăк ĕç.
Килти хытă каяшсене турттарса тухас ыйтăва татса памалла. Вĕсене тиесе тухма ял администрацийĕсем валли ятарлă автомашина кирлĕ. Контейнерĕсем те хальлĕхе 4 çеç, пурĕ 60 кирлĕ. Вĕсене укçасăр илеймĕн. Килти хытă каяша турттарса тухса тирпейлесси те укçа-тенкĕпех çыхăннă. Ăна халăхран пухмалла. Кун валли вăл “пиçсе” çитмен-ха. Çавăнпа çак ыйтупа çынсем умĕнче тăтăшах тухса калаçмалла, тĕрĕсрех каласан, вĕсем хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатмалла.
Пирĕн территорири ялсенче паян пушă çуртсем нумай. Çав хушăрах пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе нушаланакан çамрăк çемьесем те çук мар. Çĕнĕ çурт лартма вĕсен хальлĕхе вăй та çитеймест, паллах. Кун пек çемьесен çав пушă çуртсене илсе пурăнма май пур.
Нумай выльăх усракансем пирĕн енче те йышлă. Акă, сăмахран, Яманакри Моисеевсем. Икшер ĕнеллисем кашни ялтах пур. Ку йĕркеллĕ пулăм тесе шутлатпăр. Хăй вăхăтĕнче 4-шар ĕнеллисем те пулнă. Сĕт хакĕ чакрĕ те 2-шер ĕнине суткаларĕç. Çапах та вĕсем ун вырăнне пăрусем усраççĕ-ха. Ара, кашнинех уйра 1-ер гектар çĕр пур. Унта туса илнĕ апата ахаль пĕтерместĕн вĕт, выльăх-чĕрлĕх витĕр кăлармалла. Çав çĕр çинче туса илнĕ тыр-пула, утта вырнаçтармалла вĕт.
Сысна йышĕ питĕ чакса кайрĕ. Анчах малтан кам сысна çăвăрлаттарнă, çавсем халĕ те сысна ĕрчетеççĕ. Çынсене сысна çурисемпе тивĕçтереççĕ. Ара, хăшĕсем натурăпа тырă илеççĕ те ăна ăçта вырнаçтарас, выльăх-чĕрлĕх витĕр кăларса та пулин укçа тукалаççĕ.
Танăш ялĕнче уйрăм çынсем тăрăшнипе магазин патĕнче пĕве турăмăр. Унта икĕ пăрăх (унта-кунта выртнăскерсене кăларса килсе) хутăмăр. Кунта ял тăрăхĕн укçи-тенки нумаях кайман. Пĕви питĕ кирлĕ. Мĕншĕн тесен кĕркуннепе çуркунне аялти урамра пурăнакансем шыва каяççĕ. Хамăр тăрăхшăн чунне паракан çынсем ялта сахал мар. Тĕслĕхрен, вĕсенчен пĕри — ял тăрăхĕн канашĕн членĕ Ю. Дмитриев.
Тепĕр пăшăрхантаракан ыйту та пур. Иртнĕ çу кунĕсенче “Воддорстрой” пĕрлешÿпе Вăрнарти ДРСУ ĕçченĕсем Красноармейски — Чатукасси — Шупашкар автоçул çинче асфальт сарас ĕçсене вĕçлерĕç. Ку лайăх тейĕпĕр. Анчах Танăш ялне кĕмелли çул çинче йĕркеллĕ сăезд туса хăвармарĕç. Унта мăн муклашкаллă чулсем пырса тăкрĕç те лешсем машина-трактор ураписем çине лексе унталла-кунталла вăркăнаççĕ. Танăш çыннисем хăйсенчен çапла мăшкăлланăшăн питĕ кăмăлсăр.
Шыв хуçалăхĕпе илсен, Очкассипе Кăмакалта çеç колонкăсем çук. Очкассинче кăçал çĕнĕ çăл чавтарнă, анчах унта шывĕ темшĕн тарчĕ. Кăмакалта та çăл тунă. Колонкăсем пур ялсенчи çăлсене те пăхса тăраççĕ, мĕншĕн тесен водобашньăри насус çĕмĕрĕлес пулсан, халăх шыв ăсма çăла каять вĕт.
Çăва тата мур картисене йĕркелештерсе тухнă. Анчах çуркуннепе типĕ курăксемпе хыт хурана чĕртсе яраççĕ, çавна май вут-кăвар вăрмансене ярса илсе пысăк сăтăр тума пултарать. Лартнă йывăç-тĕмĕсене сыхласа хăварма вĕренсе çитеймен-ха эпир. Вĕсене ÿсме памастпăр, выльăхсем таптаса-çисе, çĕмĕрсе пĕтереççĕ. Мĕншĕн тесен выльăхсене çитерсе çÿремелли вырăнсем çук.
Ялсенче пĕвесем сахал. Очкассинчи юшкăнпа тулса ларчĕ, ăна тасатмалла. Пушар-тем сиксе тухас пулсан, Кăмакалта, Кĕçĕн Шетмĕре шыв илмелли вырăнсем çук тесен те тĕрĕс. Пĕр сăмахпа каласан, ĕçлемелли питĕ нумай.