19 января 2010 г.
Пĕтĕм Раççейри çырава ирттереме хатĕрленес ĕçĕн тепĕр çулталăкĕ хыçа юлчĕ.
Çырава хатĕрленме пуçланăранпа çуртсем çине 4463 номер, 222 урам ячĕллĕ паллăсем вырнаçтарнă. Çурт-йĕрсен списокĕсене çырса хатĕрлес тĕлĕшпе ял тăрăхĕсем 57538 тенкĕ уйăрнă (Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕ — 9038, Карай — 11000, Пикшик — 1500, Упи — 10000, Красноармейски — 8800, Чатукасси — 13700, Алманч — 3500). Укçа-тенкĕ çителĕксĕррине пула хăш-пĕр ял тăрăхĕсен специалисчĕсем çурт-йĕрсен списокĕсене çырса хатĕрлес ĕçре хăйсен хуçалăхĕнчи материалĕсемпе усă курнă.
Ял тăрăхĕсенче миçе çын пурăннине хуçалăх кĕнекисене вăхăтра тата тĕрĕс çырса пыни — çывхаракан çырава пахалăхлă ирттерессин пĕр енĕ. Миграци службин ĕçченĕсем çынсем регистраци учетне тăрассипе унтан тухассин правилисене епле пăхăннине тĕрĕсленĕ. 2008 çулта вĕсем районти пур ялта та тĕрĕслев ирттернĕ. 2009 çулта вара тепĕр хут Красноармейски ял тăрăхĕнчи 6 ялта тĕрĕслевпе пулнă. Вĕсенче хуçалăх кĕнекинче палăртнипе уйрăмлăх пуррине тупса палăртман.
2009 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 7676 кил-çурт малтан тунă списокра пулнă. Вăхăтлăх 13 ĕçчен июлĕн 1—23-мĕшĕсенче список тăрăх пÿрт-çуртсемпе хуралтăсене тĕрĕслесе шута илнĕ. Пĕтĕмлетÿ хыççăн 7606 çурт, 7642 пурăнмалли тата пурăнмалла мар хуралтăсем, 8776 пурăнмалли вырăн пуррине палăртнă.
Районта 89 ял, 9 ял тăрăхĕ. Регистраторсен тĕрĕслевĕ хыççăн çын шучĕ 18151-пе танлашрĕ. Районта 45 шутлав участокĕ йĕркеленĕ, участокри кашни переписчик пуçне 400 çын тивет. Умра тухса тăракан йывăрлăхсене çĕнтерме тата кирлĕ ыйтусене татса пама инструкторсен 11, 3 çырав участокĕ туса хунă. Çырав ĕçĕ валли вăхăтлăх 77 çырав ĕçченне суйласа илмелле тата вĕрентмелле. Районти статистика уйрăмĕнче çырав вăхăтĕнче çырав ĕçченĕ пулса ĕçлеме кăмăл тăвакансене йышăнаççĕ. Кадрсене суйласа илнĕ чухне иртнĕ çырава хутшăнса палăрнисене шута илеççĕ тата вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсене хапăл тă-ваççĕ.
Çынсен ĕçне йĕркелеме, ял халăхĕ çинчен пуçтарнă мĕн пур хыпара тата ытти кирлĕ хутсене упрама 8 пÿлĕм уйăрнă. Вĕсем тĕпрен илсен администраци çурчĕсенче, шкулсенче, клубсенче вырнаçнă.
Халăх хушшинче пулса иртекен çырав пирки каласа ăнлантарас ĕç паллă вырăн йышăнать. Çырава хатĕрленме пуçланăранпа çырав материалĕсемпе 38 стенд тунă, вĕсем районти статистика уйрăмĕнче, ял тăрăхĕсен çурчĕсенче, халăх ытларах пуçтарăнакан тĕлте (клуб, библиотека) вырнаçнă. Район администрацийĕпе ял тăрăхĕсен сайчĕсенче “Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ-2010” баннерсем йĕркеленĕ. Унта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне палăртакан çĕнĕ эмблема лартнă. Район администрацийĕн сайтĕнче — 59, ял тăрăхĕсен сайчĕсенче çырав темипе килĕшсе тăракан 38 материал вырнаçтарнă. “Ял пурнăçĕ” хаçатра иртнĕ çул çырав пирки 8 статья пичетленĕ. Чăвашстат ĕçченĕсем Трак енте район пуçлăхĕ çумĕнчи пухусемпе канашлусенче 5 хутчен тухса калаçнă тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем халăх умĕнче çырав темине 33 хут çĕкленĕ.
Районти шкул ачисем Чăвашстатпа “Тантăш” хаçат редакцийĕ йĕркеленĕ “Манăн кил — манăн Чăваш Ен” ятлă пултарулăх ĕçĕсен конкурсне активлă хутшăннă. 195 ĕçрен 25-шĕ пирĕн район ачисен пулнă (Упи шкулĕнчен — 4, райцентрти иккĕмĕш вăтам шкултан — 21). Аслă ушкăнра райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекен Алексей Андреев 1-мĕш вырăн йышăннă. Вăл картонран тата хутран хăйĕн урамĕн макетне ăсталанă.
2009 çулта комиссин виçĕ ларăвĕ (март, июнь, декабрь уйăхĕсенче) иртнĕ. Ларура çырава йĕркелесе ирттерес ĕçре тĕп вырăн йышăнакан ыйтусене тĕплĕн сÿтсе явнă, кăçалхи çул валли тĕллевлĕ план йышăннă.
2010 çул — çырава йĕркелесе ирттерессин тĕп тапхăрĕ. Ăна пĕрлехи вăйпа тĕрĕс те пахалăхлă ирттерни район, республика, Раççей шайĕнчи интерессене туллин хÿтĕлеме май парĕ.