19 января 2010 г.
Шупашкарта январĕн 7-мĕшĕнче, Сурхури уявне халалласа, республикăри йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртнĕ.
Унти тупăшăва Трак ен спортсменĕсем те хутшăннă, лайăх кăтартусемпе палăрнă.
Арçын ачасем хушшинче аслă ушкăнра (1992— 1993 ) 10 километрлă дистанцире Константин Львов (гимнази) — 2-мĕш, Николай Львов (гимнази) 3-мĕш вырăнсене тухнă.
Вăтам çулхи ачасенчен (1994—1995) 5 километрлă дистанцире Александр Чернов (гимнази) — 4-мĕш, Николай Еремеев (2-мĕш шкул) — 5-мĕш вырăнсенче.
Пиччĕшĕпе шăллĕ — Львовсем, Чăваш Республикин командине лексе, Атăл çи зонăри ăмăртусене кайма хатĕрленеççĕ.