19 января 2010 г.
Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Ванюшкасси ялĕнче пурăнать Анфиса Николаева. Çулĕсемпе çамрăк мар вăл. Кун-çулĕ ял хуçалăх ĕçĕнче иртнĕ. Ватăн вара каласа памалли темĕн чухлех.
Сакăр вунă çул урлă каçнă ĕнтĕ А. Николаева. Унăн ачалăхĕ, çамрăклăхĕ, нумай-нумай тантăшĕ евĕрех, Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтне, ун хыççăн çĕр-шыва ура çине тăратнă тапхăра лекнĕ. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн та пурнăç йывăрри çинчен шутламан вăл, мĕн вăй çитнĕ таран ир пуçласа каçчен тăван хуçалăхра ырми-канми тăрăшнă, Тăван çĕр-шыв вăй-хăватне çĕклессишĕн тар тăкнă. Нимĕнле ĕçрен те пăрăнман, пуçлăхсем хушнине яланах тивĕçлипе пурнăçланă. Вăл çулсенче пирĕн ялта та выльăх-чĕрлĕх фермисем чылай пулнă. Анфиса та унта ĕç вырăнĕ тупнă. Халĕ каялла çаврăнса пăхсан тĕлĕнмелле пек, канмалли кун та , отпуск та пулман вĕт. Тивĕçлĕ канăва кайни те чылай вăхăт пулать, анчах пенсие тухсан та нумай çул хушши ял хуçалăх ĕçĕсене хутшăннă.
Аслă Отечественнăй вăрçă тапхăрне те аса илмесĕр чăтаймасть кинеми. Хаяр вăрçă çулĕсенче çар комиссариачĕ хĕрсене оборонăпа çыхăннă тĕрлĕрен ĕçсене — окоп чавма, торф кăларма илсе кайнă. Анфиса каласа кăтартнă тăрăх, торф кăларнă çĕрте тыткăна лекнĕ нимĕç салтакĕсемпе пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕ. Çамрăк нимĕç каччисем, вырăс сăмахĕсемпе перкелешсе, чăваш хĕрĕсемпе те калаçкаласа пăхнă, тет. Вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи хастар ĕçшĕн А. Николаева патшалăхăн чылай наградине тивĕçнĕ.
Вăл хура-шурне сахал мар курнă, пĕчченех тăватă ача пăхса ÿстернĕ. Вĕсем паянхи пурнăçра пурте хăйсен вырăнне тупнă. Пултаруллă кинемине ватлăх çулĕсенче ырлăх-сывлăх сунатăп.