19 января 2010 г.
“Шупашкар — Мускав” фирмăллă поезд çĕр-шывăн тĕп хулине “васкать”. Вăрăм çул çинче тăван ентен тухнă чăвашсем темĕн чухлех, кунта ентешсене те тĕл пулатăн, çула кĕскетме сăмах пуçаратăн.
Акă ку хутĕнче Супар ялĕнче çуралса ÿснĕ, çулĕпе çамрăках мар, вăр-вар, ăш пиллĕ, кăмăллă кинемипе пĕр вакунта кайма тÿр килчĕ.
Ирина Васильевна Васильева 1930 çулта Супар ялĕнчи Униче урамĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăл тапхăрти çулсем пĕртте çăмăл килмен. Йышлă çемьере çитĕннĕскерĕн ир-ирех ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Ашшĕ — Василий Васильевич — çĕре кĕнĕ чухне вăл 9 çулхи хĕр ача пулнă. Амăшĕн — Феодосия Романовнан та, аппăшĕсен те — Аннăпа Любăн — кун-çулĕ вăрăмах пулман. Пиччĕшĕ Николай, 1924 çулта çуралнăскер, ФЗО урлă Владивосток хулине çул тытнă, Тинĕс Çар флотĕнче службăра тăрса хăйĕн малашнехи пурнăçне тинĕспе çыхăнтарнă. Шăллĕ те, Ваня, ФЗО урлă Коми Республикинчи Сосногорск хулине тухса кайнă. Ку тăрăхра 36 çул хушши чукун çул мастерĕнче вăй хунă. Пиччĕшĕпе шăллĕ те чыслă ĕçшĕн çĕр-шывăн чылай наградине тивĕçнĕ.
Çитмен пурнăç И. Васильевана нумай вĕренме май паман, вăл Супар шкулĕн 4 класне кăна пĕтернĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пынă вăхăтра 12 çулхи хĕр ача çитĕннисемпе танах “Партизан” колхозăн уй-хирĕнче вăй хунă. Паянхи кун та кинемей “1941—1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медале типтерлĕн упрать.
Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнăскерсене килти хуçалăха тытса пыма, вутă-шанкă хатĕрлеме пĕртте çăмăл пулман. Анчах кашни çыннах ырă ĕмĕт-шухăшсемпе пурăнать. 1954 çулта çамрăк хĕр вербовкăпа ĕçлеме Мускава çул тытать. Нимĕнле ĕçрен те хăраман вăл: стройкăра та, грузчикре те, кочегарта та, çăкăр заводĕнче те, техслужащире те вăй хурать. Хăйсем çĕкленĕ çуртра хваттерлĕ пулать. Кĕçех çемье чăмăртанать, ачасем çуралаççĕ. Шел, виçĕ ывăлтан паянхи куна пĕри çеç пурăнать. Саша хăйĕн салтак тивĕçне Афганистан Республикинче пурнăçланă. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе Мускав çывăхĕнчи Дзержинск хулинче уйрăм хваттерте пурăнаççĕ, амăшĕ патне килсех çÿреççĕ. Хисеплĕ ватăн пĕр мăнукпа мăнукĕн икĕ ачи ÿсет.
— Пурнăçпа кăмăллă. Тавах çĕр-шыва пире хаклама пĕлнишĕн. Хăй вăхăтĕнче кунта тухса килнишĕн савăнатăп, çапах çуралнă енпе çыхăнусем çухатмастăп. Ялта пурăннă пулсан, çак çула çитес çукчĕ те пулĕ. Телевизор пăхмастăп, апла пулин те хаçат-журналсăр пурăнаймастăп, хĕвел çутинче куçлăхсăрах вулатăп.
Кашни çыншăнах кун çути паха. Çулла-кĕркунне таса сывлăшпа киленме, çырла-кăмпа, сиплĕ курăк пуçтарма çывăхри вăрмана çÿретĕп. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыратăп, пурнăç таппипе тан пыма тăрăшатăп. Чăваш енрен пултарулăх коллективĕсем килсен, вĕсен концерт-спектаклĕсене çÿретĕп, — кăмăллăн вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне ĕç ветеранĕ.
Эпир çул кĕскелнине туймарăмăр та.