19 января 2010 г.
Нумаях пулмасть Вăрманкас Чуракассинче пурăнакан Людмила Павловна Иванова 75 çул тултарчĕ. Юбиляра саламлама тăван-хурăнташĕсемпе çывăх çыннисем, кÿршĕ-аршăсем хисеплесе пухăнчĕç. Амăшне саламлама Мускавран аслă хĕрĕ Валя та çитрĕ.
Л. Иванова Туçи Чуракасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕве çитнĕ хĕр Вăрманкас Чуракасси каччипе Генрих Иванович Ивановпа çемье çавăрнă.
Мăшăр пĕр-пĕрне ăнланса, татуллă пурăннă. Кулленхи пурнăçра хуçалăх ыйтăвĕ çамрăксен тĕп вырăнта пулнă. Тăван хуçалăхри ĕçсене хутшăннипе пĕрлех килтисене те вăхăтра туса пыма ĕлкĕрнĕ. Çулленех выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк сахал мар тытнă. Людмилăн мăшăрĕ — Генрих — “Восток” колхозра ятлă-сумлă механизаторсенчен пĕри пулнă. Шел пулин те, йывăр чире пула юратнă мăшăрĕ 20 çул каялла çĕре кĕнĕ. Инкек-синкек пĕччен çÿремест теççĕ. Пурăна киле Людмилăн çемйине тепĕр пысăк хуйхă килсе çапать. Мускавра хăй çемйипе тĕпленнĕ Надя хĕрĕ упăшкин киревсĕрлĕхне пула ытла та çамрăклах ĕмĕрлĕхех куçне хупать.
Çакăн евĕр çухатусене тÿсме хĕрарăма мĕн тери йывăр пулнине вăл хăй кăна пĕлет пулас. Апла пулин те Л. Иванова алă усса ларман, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхоз ĕçĕнче тăрăшнă. Тĕрĕссипе, пурнăçра тар юхтармасăр нимĕн те ахаль пулмасть, пĕтĕмпех хăвăнтан килет, паянхи ĕçе ырана хăварма кирлĕ мар. Çак чăнлăха ачисене те вĕрентнĕ Людмила Павловна. Ахăртнех, чăн пурнăçра çапла пулмалла та.
Çак хĕрарăмăн пĕртен пĕр савăнăçĕ вăл — ĕçчен, кăмăллă, тимлĕ ачисем, юратнă мăнукĕсем. Людмила Павловнан тăватă ачи те çав тери пултаруллă.
— Ку тарана çитсе пĕр ачинчен те сивĕ сăмах илтсе курман, — тет саккăрмĕш теçетке çинче пыракан амăшĕ.
Чăннипех çакă савăнăç мар-и-ха юратнă амăшĕшĕн.
Халĕ кашни ывăл-хĕрĕ çемье çавăрнă ĕнтĕ, уйрăммăн пурăнать.
— Мускаври Валя хĕрĕм шăнкăравласах тăрать,— пĕлтерет чун-хавалне лăплантарса кил хуçи хĕрарăмĕ.
Людмила Павловна уйрăмах Шупашкарта пурăнакан Сергей ывăлĕпе мухтанать те, савăнать те. Хăй каланă тăрăх, амăшĕн чи юратнă ывăлĕ вăл. Сергей тăрăшнипех ялта кирпĕчрен кермен евĕр пÿрт лартма пултарнă, халĕ ăна çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтаççĕ, пÿртех шыв кĕртнĕ.
Çак çутă тĕнчере чи пысăк пуянлăх — пурнăç — парнеленĕ, çĕр çинче телейлĕ пурăнма пилленĕ амăшне нихăçан та манмаççĕ ачисем, пушă вăхăт тупса уявсенче, канмалли кунсенче çуралнă киле килсех тăраççĕ.
…Юбилей каçĕнче амăшĕ ячĕпе ăш пиллĕ сăмахсем чылай пулчĕç. Эпĕ те сана, хаклă йăмăкăм, 75 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунатăп. Пурне те ăнланнăшăн, çывăх çыннăрсене, пĕлĕшĕрсене, юратнă ачусемпе мăнукусене, кĕçĕн мăнукусене парнелекен чун-чĕре ăшшишĕн тав тăватăп.