19 января 2010 г.

Кăрлач уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕ — Чăваш пичечĕн кунĕ. Районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ те ăна çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕ.
2010 çул — паллă çул, юбилейсен çулталăкĕ. Район 75 çул тултарнипе пĕрлех кăçал “Ял пурнăçĕ” район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ тухма пуçланăранпа 75 çул çитет. Çырăнтару вăхăчĕ те лайăх иртсе кайрĕ. Юбилейлă çулта хаçат тусĕсем нумайланни пире савăнтарать. Эсир редакципе тачă çыхăнура пулни, хаçат çутатакан хыпарсене килĕштерсе вулани куç умĕнчех. Çак туслăх нумайлăха пырасса шанас килет.
Журналистика аталанăвне курăмлă тÿпе хывнăшăн “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторне И. А. Прокопьева Раççей Журналисчĕсен союзĕн Хисеп грамотипе наградăланă. ЧР Шалти ĕçсен тата Ял хуçалăх министерствисем 2009 çулта ирттернĕ конкурссене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Чăваш Республикин “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ" автономлă учрежденийĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пай редакторĕ Г. Л. Ефимов-Тусли çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçрĕ.
Çырăнтару вăхăтĕнче редакци ĕçченĕсемпе пĕрле пулса нумай пулăшу кÿнĕ, хаçатăн çывăх тус-юлташне Г. Е. Дуброва Иван Афанасьевич тĕп редактор “Хаçат тусĕ-2009” хĕрлĕ хăю çакса ячĕ, дипломпа, хаклă парнепе чысларĕ, редакци ĕçченĕсем юрăпа саламларĕç. Гурий Егорович хăй те парăмра юлмарĕ. Кĕтмен хыпаршăн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ, тав туса И. Христофоровăн “Тусăм тухмĕ чĕререн” юррине шăрантарчĕ. Уява район пуçлăхĕ С. А. Николаев та хутшăнчĕ. “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ" автономлă учрежденийĕн директор-тĕп редакторне И. А. Прокопьева тав хучĕпе чысларĕ, пĕчĕк йышпа пысăк ĕç тунине палăртса хăварчĕ, малашнехи ĕçре ăнăçу сунчĕ. Район администрацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх тата территорири обществăлла хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ В. М. Данилов салам сăмахĕнче пичет ĕçĕ çăмăл ĕç маррине, ăна пурнăçлама нумай вăй-хăват, чăтăмлăх, хастарлăх кирлине асăнчĕ. Раççей Федерацийĕн журналистсен Союзĕн районти организацийĕн ертÿçи пулнă май Виктор Михайлович хăй те хаçатăн яланхи тусĕ. Вăл хатĕрленĕ материалсене хаçат страницисенче час-часах курма пулать.
Уяв аван иртрĕ. Хаваслă кăмăл пуринпе те пĕрле пулчĕ.