19 января 2010 г.

Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче Еншик Чуллă тăрăхĕнче районти "Ял пурнăçĕ" хаçатăн кунĕ иртнĕччĕ.
Тĕп усадьбăри кану центрне хаçатăн чăн-чăн тусĕсем пухăннăччĕ. Вĕсем хушшинче ĕç ветеранĕсем — К. Степановпа Г. Яковлев та пулчĕç.
— Район хаçатне 1945 çултанпа çырăнса илетĕп, — сăмахлать “Прогресс” хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă К. Степанов. — Юлашки çулсенче район хаçачĕн сăн-сăпачĕ чылай улшăнчĕ, унăн содержанийĕ нумай пуянланчĕ, сăн ÿкерчĕксен пахалăхĕ ÿсрĕ.
Клим Степанович çапла шутлать: районти радио пĕтрĕ, халĕ Трак ен хыпарĕсене пĕлтерекенни “Ял пурнăçĕ” кăна юлчĕ. Çавăнпа та район хыпарçи кашни килтех пулмалла.
Г. Яковлев та кун-çулне тăван “Прогресс” хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Гермоген Яковлевич чылай çул хушши хуçалăх председателĕн çумĕ пулса тăрăшнă.
— Тахçантанпах район хаçатне çырăнса илетĕп, — тет Г. Яковлев. — Епле-ха унсăрăн, район хыпарçине вуласан Трак ен хыпарĕсене туллин пĕлетĕн, унăн аталанăвĕ куç умне тухать.