19 января 2010 г.

Илемлĕ, илемлĕ,
Илемлĕ чăваш тĕрри.
Илемлĕ чăваш тĕрри те
Тĕрлеме пĕлсен кăна.
Çапла, ытла та тĕрĕс йĕркесем. Хуть мĕнле ĕçе те парăнса, чуна парса, пĕлсе тусан çеç ĕç чуна килĕшмелле пулать.
“Заволжский” клубри “Рукодельница” кружока çÿрекенсем пирки хаçатра çырнăччĕ. Вĕтĕ шăрçапа картинăсем ăсталанисĕр пуçне вĕсем тĕрлĕ халăх тĕррисене те аван тĕрлеççĕ. Белорус, украина, нимĕç, çармăс халăх тĕррисене тĕрлесси Ж. Михайлова ертÿçĕн ĕç планĕнче вырăн тупнă. Пÿлĕме кĕрсен тĕрлĕ халăх тĕррисемпе тĕрленĕ салфеткăсене асăрхама пулать, вĕсене çÿлĕксем çине килĕшÿллĕн вырнаçтарса хунă.
Хĕрарăмсем кружока хаваспах çÿреççĕ, кĕçнерни куна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. В. Е. Иванова, В. С. Антонова, О. С. Романова, Т. А. Аркадьева, Л. А. Голубева, С. Д. Суховетрюк, А. М. Леонтьева, И. А. Федорова, Н. В. Ефимова мĕн кружок йĕркеленнĕренпех çÿреççĕ клуба. Ертÿçĕ вĕрентнине ăша хывса ăсталаççĕ ал ĕçĕсене, хĕрарăмсем вăхăта усăллă ирттерме пултарнишĕн хĕпĕртеççĕ. Тĕрлĕ профессипе вăй хуракансем хăйсенче тепĕр тĕрлĕ талант тупма пулăшнăшăн ертÿçĕне тав сăмахĕ калаççĕ.
Чăваш тĕррипе усă курса ал шăллисем, тĕрлĕ салфетка, скатерть тĕрлерĕç ал ăстисем. Тур кĕтесне çакмалли ал шăллисем пурин килĕнче те вырăн тупрĕç. Хамăр алпа тунă ĕçсем хамăршăн хаклă, чуна çывăх. Çĕнĕ çул умĕнхи уявра хăйсен ĕçĕсене хакларĕç, пăхса савăнчĕç кружокăн çывăх тусĕсем.