15 января 2010 г.
"Ял пурнăçĕ" хаçат редакцийĕн коллегийĕн ларăвĕнче обществăлла çыравçăсен 2009 çулхи конкурса килнĕ материалĕсене пăхса тухнă.
Чи лайăх очерксен, тĕрленчĕксен, репортажсен, интервьюсен, фельетонсен тата сăвăсемпе калавсен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна Татьяна Борисова (Красноармейски) “Вторина — ырă туйăм” (20-21 №№), “Бардасовсем” (36 №), “Ачасен пархатарĕнчен хакли мĕн пур-ши?” (61-62 №№) тата ытти материалсемпе йышăннă.
Иккĕмĕш вырăнта — Николай Ершов (Янкас) “Вулавăш — чун ăшши” очеркпа (5 №).
Валентина Рудникова (Красноармейски), Вера Васильева (Упи), Вениамин Викторов (Ванюшкасси), Ольга Степанова (Чатукасси) авторсене хавхалантармалли премисем пама палăртнă.
Кулăшпа шÿт, анектод ăстисен конкурсĕнче Николай Карай (Карай) пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Радомир Репин (Шупуç), Геннадий Сергеев (Красноармейски) авторсене хавхалантармалли парнесем пама палăртнă.