15 января 2010 г.
ЧР Президенчĕ Н. Федоров Чăваш Енри çамрăксене пултарулăхри пысăк ăнтăлушăн стипенди парасси çинчен калакан хушăва алă пуснă.
Вĕренÿре, наукăпа пултарулăхра, производствăра тата ытти ĕç-хĕлре курăмлă çитĕнÿсем тунă районти яш-кĕрĕмсем çаксем:
Марина Ивановна Александрова, Алексей Владиславович Перепелкин, Людмила Вениаминовна Тимофеева, Дмитрий Георгиевич Тимофеев — пурте Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче вĕренекенсем;
Алексей Владиславович Васильев, Алексей Витальевич Михайлов, Михаил Андреевич Фризен — виççĕшĕ те Красноармейскинчи 2-мĕш №-лĕ шкулта вĕренекенсем;
Юлия Витальевна Николаева — “Волит” пĕрлешÿри тĕп бухгалтер.
Çамрăксене малашне те ăнăçусем сунатпăр.