АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕхре — вăй

15 января 2010 г.

 

Иртсе кайнă çул районти пичет ĕçченĕсемшĕн те асра юлмалли событисемпе паллă пулса юлчĕ. Райхаçат редакцийĕпе унăн сотрудникĕсене И. Прокопьева, Г. Ефимова экономика, суту-илÿ, физкультурăпа спорт, шалти ĕçсен, пушар хуралĕн органĕсен ĕçĕ-хĕлне тарăннăн тата туллин çутатнăшăн панă дипломсем, социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсĕнче “Чĕрĕ çăл куç” темăпа çĕнтерсе ăна пурнăçа кĕртни, вулакансемпе йĕркеленĕ вуншар тĕл пулу хаçат историне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕç. Ку тата ытти ыйтусене редакципе унăн штатра тăман активĕ малашне те анлăн çутатса тăрĕç, вулаканпа çыхăнăва çухатмĕç.

Вĕсен тĕллевĕ пĕрре — хаçат содержанийĕпе унăн илемлĕхне çултан-çул пуянлатса, хаçат витĕмлĕхне ÿстерсе пырасси. Çакă района туса хунăранпа тата райхаçат тухма пуçланăранпа 75 çул тултарнă май уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕн лайăххине упраса хăвармалла, киввинчен, чăрмантараканнинчен хăтăлса пымалла. Кăçалхи тĕл пулусенче вулакансем ял пурнăçне лайăхлатассипе вун-вун ыйту çĕклерĕç. Вĕсене пурне те вырăнти администрацисемпе пĕрле çине тăрса татса парассипе тăрăшмалла. Редакци планĕпе килĕшÿллĕн, çĕнĕ çулта та, унчченхи пекех, нумай мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсен шутĕнче Пĕчĕк Супар, Ванюшкасси, Карай, Яманак тата ытти ял çыннисемпе тĕл пулусем, ял хуçалăх производствине аталантарассипе, Учительсен çулне ирттерессипе, ĕç условийĕсене лайăхлатассипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес отрасльти ыйтусене татса парассипе “çавра сĕтелсем”, ялсенче таса шывпа тивĕçтерессипе тÿрĕ эфир йĕркелесси тата ытти, тата ытти те. Райхаçат та çĕнĕ çулта хăйĕн содержанийĕпе кăна мар, сăн-сăпачĕпе те (дизайн) капăрланмалла. Унăн страницисенче малашне вĕтĕр-шакăр ÿкерчĕксем сахалрах пулĕç, малти вырăна шултра ÿкерчĕксемпе тĕп материалсем тухĕç, ыттисем вĕсене пăхăнса тăрĕç, композици (вырнаçтарса шайлаштарас) тĕлĕшĕнчен улшăнусем пулĕç. Кусем пурте паянхи кун ыйтнине тивĕçтерсе тăмалла.

Хаçат авторĕсене хавхалантарассине те манăçа хăвармăпăр. Иртнĕ çул пирĕнпе

В. Рудникова, В. Викторов, Т. Борисова, Л. Антонов, Н. Дмитриев, И. Степанов, Г. Яковлева тата ыттисем те тачă çыхăнчĕç, çĕнĕ авторсем те хушăнчĕç.

Çырăнтару тапхăрĕнче райхаçата сарассипе Мăн Шетмĕ, Кĕçĕн Шетмĕ, Именкасси, Упи çыхăну уйрăмĕсен коллективĕсем пысăк ÿсĕмсемпе савăнтарчĕç. Ытти çыхăну уйрăмĕсен те вĕсен паха опытне алла илмелле, ку таранччен мĕн тунине çирĕплетсе, ĕç калăпăшне ÿстерсе пымалла.

Райхаçат редакцийĕ хăйĕн авторĕсене, хаçата кун çути паракан журналистсемпе полиграфистсене, ăна çынсем патне çитерекен почта ĕçченĕсене, мĕн пур вулакансене Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламласа, район патриочĕсем пулса тунă тата тăвакан хастар ĕçшĕн тав тăвать, çирĕп сывлăх, ĕçре çĕнĕ пысăк çитĕнÿсем тумашкăн хавхаланупа ăнтăлу, пурнăçра иксĕлми телей сунать.

Малашне те райхаçатпа тачă çыхăнура пуласса шанать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика