15 января 2010 г.
Хаклă ентешсем! Трак тăрăхĕн маттур та пултаруллă ывăл-хĕрĕсем!
Акă, тăван районăмăрăн черетлĕ юбилейне — вăл 75 çул тултарнине те кĕтсе илтĕмĕр. Пирĕн тăрăхри юхан шывсем хĕррине çынсем мĕн авалтан кăмăлланă, йывăçсем касса çемйисем валли çурт-хуралтăсем çĕкленĕ. Халапсем тăрăх, вун виççĕмĕш ĕмĕр варринче чăвашсен паллă çар пуçĕсенчен пĕри — Упи-паттăр хăйĕн ăрăвĕпе Мăн Çавал енне килсе вырнаçнă. Вĕсем монгол-тутар отрячĕсемпе хăюллăн çапăçнă. Ахальтен мар çар шлемĕ Красноармейски районĕн гербĕ çинче те вырăн тупнă. Çакăнтанах Упи ял историйĕ те çырăнма тытăннă, вăл чылай вăхăт вулăс центрĕ те пулнă. Кунти Я. А. Абрамова 1906 çулта Хусан кĕпĕрнинчи вунă депутат хушшинче пĕрремĕш Патшалăх Думине суйланă.
Архив докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, 18-мĕш ĕмĕр вĕçнелле Яманак, Сурăмхĕрри, Тусай, Алманч, Янкас, Çырмапуç, Еншик, Çирĕклĕ çĕршер çемье ытлаллă пысăк ялсем шутланнă. Яманакри 181 çемьере, акă, 1875 çулта 432 арçынпа 436 хĕрарăм пурăнни паллă. Алманчра — 1804, Именкассинче — 1814, Мăн Шетмĕре — 1826, Упире — 1831, Кĕçĕн Шетмĕре 1890 çулсенче чиркÿсен чул çурчĕсене купаласа пĕтернĕ. 1910—1911 çулсенче Еншикпе Карайра вĕсене йывăçран çĕкленĕ. Чиркÿсем çумĕнчи шкулсене каярахпа арçын ачасемпе пĕрлех хĕрачасем те çÿреме пуçланă.
1935 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш АССР Тĕп Ĕçтăвкомĕн Президиумĕ çĕнĕрен 7 район йĕркелесси çинчен йышăну кăларнă. Ку йыша пирĕн район та кĕнĕ. Унăн центрĕ Малти Трак ялĕ пулнăран района та Трак ят панă. Районти 108 ял 26 ял Советне пĕрлешнĕ, вĕсем маларах Çĕрпÿ, Вăрнар, Элĕк районĕсене кĕнĕ. Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн 1940 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн вара Трак районне Красноармейски ят панă, унăн центрне те Красноармейски ялĕ теме пуçланă. Çĕнĕ район йĕркеленни вырăнти ыйтусене те меллĕрех татса пама май панă. Çав çулсенче Красноармейскинче машинăпа трактор станцийĕ уçăлнă, больница, вăтам шкул, культура çурчĕсем çĕкленнĕ. 1941 çул тĕлне районта 3 электростанци, крахмал, кирпĕч завочĕсем, типографи, 6 промысла артелĕ, 5 ялпо, 7 колхоз пекарни ĕçленĕ, 27 çил, 10 шыв, 3 механикăлла çăнăх арманĕсем пулнă.
Пирĕн ентешсем Тăван çĕр-шыв никама пăхăнманлăхне хÿтĕлеме те паттăррăн хутшăннă. Вырăс-япун вăрçинче Порт-Артура хÿтĕленĕ чухне хăюлăх кăтартнăшăн, ав, Пайсупинри М. Г. Григорьева Георги хĕресĕпе наградăланă. Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçине Красноармейскинчи çар комиссариачĕ урлă 6 пин ытла çын тухса кайнă, вĕсенчен çурри ытла каялла таврăнайман. Вĕсен ячĕсем ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн чĕресенче упранĕç. Яманакри И. Т. Терентьев, фашистсен взводне тыткăна илсе хăйсен чаçне çитернĕскер, пилĕк ордена тивĕçнĕ. Одер юхан шывне илнĕ çапăçусенчи паттăрлă-хшăн Мăн Шетмĕри В. В. Васильева Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.
Трак ен хăйĕн çыннисемпе тивĕçлипех мăнаçланса мухтанма пултарать. Вĕсен йышĕнче — республикăн паллă ертÿçисем И. И. Илларионов, Л. С. Спасов, А. С. Сымокин, Л. П. Прокопьев, Социализмла Ĕç Геройĕ И. Н. Никифоров учитель, техника ăслăлăхĕсен докторĕсем И. Е. Шашковпа А. Е. Михайлов профессорсем, Ф. М. Лукин композитор, Чăваш халăх поэчĕ Ю. С. Сементер, Чăваш Республикин Гербĕпе Ялавĕн авторĕ Э. М. Юрьев, Г. Н. Николаев ÿнерçĕ, В. Е. Петров юрăç тата ыттисем те. Ăслăлăх докторĕсем 30-ăн, ăслăлăх кандидачĕсем 100-ĕн ытла пирĕн, генералсемпе полковниксем те пур. Халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенчи хастар ĕçшĕн 300 ытла çынна “Тава тивĕçлĕ ĕçчен” ятне панă.
Район хăйĕн 75 çулхи юбилейне япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илчĕ. Вĕсене Трак ен çыннисем патне ку ятпа янă хăйĕн саламлă телеграмминче Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров та палăртрĕ. Мари Эл Республикинчи Морки районĕпе туслăн тупăшса вăй хуни те хăйĕн çимĕçне кÿрет. Ырă улшăнусем кашни отрасльтех — ял хуçалăхĕнче те, вĕрентÿре те, культурăра та, суту-илÿре те, сывлăха сыхлас ĕçре те пур. Юбилей çулталăкĕнче вĕсене малалла тĕреклетсе çирĕплетесси районта пурăнакан кашни çынăн таса та çутă тивĕçĕ пулса тăмалла. Эпĕ çакна çирĕппĕн шанатăп та.
Тăван районăмăр 75 çул тултарнă май Трак енри кашни çынна, çавăн пекех аякри хула-ялта ĕçлекен тата пурăнакан ентешсене чун-чĕререн саламлатăп, кулленхи ĕçре сумлă çитĕнÿ-ÿсĕм туптама, пурнăçра телей-савăнăç курма ырă сывлăхпа тулли вăй-хăват сунатăп.