15 января 2010 г.
Декабрĕн 27-мĕшĕнче районти йĕлтĕрçĕсем Александр Николаев (Анат Кушар) спорт мастерĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ ăмăртупа черетлĕ хĕллехи сезона уçрĕç.
Хăйсен ÿсĕмĕсенче çаксем палăрчĕç. 1998 çулта тата ун хыççăн çуралнисенчен хĕрачасем хушшинче 1 километрлă дистанцире — Трак гимназийĕнчи В. Терентьева, арçын ачасенчен А. Герасимов (Мăн Шетмĕ), 12—13 çулхисенчен 2 километрлинче хĕр ачасенчен — К. Федорова (Карай), арçын ачасенчен — Н. Васильев (КСОШ-2), 14—15 çулхи хĕр ачасенчен ку дистанцире — Л. Скворцова, çак ÿсĕмри арçын ачасенчен 5 километрлинче — А. Чернов, 16—17 çулхи хĕрсенчен 2 километрлинче — М. Павлова, каччăсенчен 5 километрлинче К. Львов (пурте гимнази) çĕнтерчĕç.